АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кандидатсем пирки усăллах мар кăтартусем çиеле тухнă

02 сентября 2016 г.

 Суйлав çывхарса пынă май кандидатсен пурнăçĕпе ытларах та ытларах интересленеççĕ. Вĕсен биографийĕсене суйлав комиссийĕсем, социологсем, политологсем, çавăн пекех конкурентсем те тĕпчеççĕ.

Уй, манса кайнă!

Уçă та уçăмлă суйлав халăхшăн питĕ лайăх, анчах пур кандидатшăн та мар иккен. Саккунпа килĕшỹллĕн депутата суйланас текенĕн хăйĕн пирки йăлтах пĕлтермелле: пурлăх, судпа айăплани çинчен тата ытти те. Çакăн пек чухне кандидатсем "манма" пуçлаççĕ. Партин федераци списокне лекнисем хушшинче ун пеккисем çук-ха, анчах регионтисем пирки кăсăклă хыпарсем çиеле тухаççĕ.

10 кандидат судпа айăпланнă

"Справедливая Россия", КПРФ тата ЛДПР партисенчен Патшалăх Думине парти списокĕпе тăратнă кандидатсенчен виççĕмĕш пайĕ хăйсен пурлăхне кăтартма "маннă". Кунта счетри 22000 тенкĕрен пуçласа гаражсем, çĕр пайĕсем, хаклă хваттерсем, акцисем тата предприятисенчи пайсем таранах пур.

Пытарса хăварнă-и? Манса кайăр!

Нумай çынна интереслентерекен тепĕр тема вăл - кандидатсем маларах судпа айăпланни. Паллă ĕнтĕ, унччен пулнă вăл айăп. Паллах ĕнтĕ, ăна маннă, ыйту хупăннă. Саккун тăрăх çыннăн мĕнпур прависене тавăрса панă ĕнтĕ. Влаç органĕсене те суйланма пултарĕç вĕсем. Анчах çакăн пек кандидат пирки суйлавçă мĕн шутлать-ха? Саккунпа вĕсем халĕ тăрă пулсан та, шанать-и-ха вăл биографийĕнче улталанăшăн, вăрланăшăн, çаратнăшăн, налук тỹлессинчен тарса çỹренĕшĕн тата ытти киревсĕр ĕçсемшĕн судпа айăпланнă çынсене?

Политика партийĕсен хăйсен речĕсенче çакнашкал хура биографиллĕ çынсем ан пулччăр тесе хăйсенех тăрăшмалла. Хăшĕ-пĕри çапла тăвать те. Акă, ЛДПР кандидачĕсен хушшинче судпа айăпланнă çын тупăнсан, регионти координатор çемçе пуканне те çухатма пултарать. Çакна Жириновский хăй сăнаса тăрать. "Единая Россия" партин те кун пеккисем çук - маларахри суйлава хатĕрленнĕ тата Чăваш Республикин ирттерсе янă чухнех хăйĕн ретĕнчи тасалăхшăн тăрăшнă. Çав вăхăтрах КПРФ-ран Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма тăратнă кандидатсенчен виççĕшĕ - шăпах çавнашкаллисем! Анчах чăваш коммунисчĕсем хăйсем çине мар, ыттисем çине кăна пỹрнепе тĕллесе кăтартма хăнăхнă.

"Справедливая Россия" партин кандидачĕсем хушшинче - суд сакки çине ларнисем çиччĕн тан. Ку шутра маларах судпа айăпланнине кăтарманни, çавăншăн суйлава хутшăнассинчен тухса ỹкни те пур: пĕр банк ĕçченне, Патшалăх Думинчи справросс (Чăваш Енрен) депутачĕн пулăшуçине, икĕ çул каялла укçа ярса илнĕшĕн тата салатса пĕтернĕшĕн тав ĕçĕ тăратнă пулнă. Ăна ун чухне айккинелле пăрса янăччĕ. Усса пыман-мĕн çакă. "Патшалăх интересĕсене мала хума шантаракан партисен списокĕсене туса хатĕрленĕ чухне те, кандидатсене тăратнă чухне те питĕ пысăк яваплăх туймалла",- тенĕ Чăваш ЦИКĕн председателĕ А.Цветков.

Чăн та, юлашки сăмаха суйлавçăсем калĕç. Вăхăт нумай юлмарĕ ĕнтĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика