АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кино каçĕ" юлашки ан пултăрччĕ

30 августа 2016 г.

Ялта кино пуласса илтсен клуба епле васканине аслăрах çулхи çынсем астăваççех пулĕ. Пĕр-пĕр илемлĕ фильма курма пухăннисене ларма вырăн çитмесен ура çинче тăрса курни те нумай пулнă. Халь вара ялсенче кино кăтартсах каймаççĕ, килтех телевизорпа та, видеодисксемпе те кăмăла каякан илемлĕ лентăсене пăхаççĕ. Çапах сарлака экрансем çинче курни мар ĕнтĕ, чуна тем çитмест пек. Паллах, хулара пурăнакансен кинотеатрсене çỹреме, кинопроката тухакан чи çĕнĕ фильмсене курма май пур, ял çыннисем вара юлашки 15-20 çулта ку ырлăхпа киленеймеççĕ.

Кăçал Раççейре - Кино çулталăкĕ. Çавна май августăн 27-мĕшĕнче çĕршывра "Кино каçĕ" акци иртрĕ. Çав каç Чăваш Енре 120 ытла площадкăра - кинотеатрсенче, кинопрокат заведенийĕсенче, культура çурчĕсемпе керменĕсенче, библиотекăсенче, уçă сывлăшра - тỹлевсĕр сеанссем иртнĕ.

Комсомольски районĕнче шăматкун каçхине 6 площадка ĕçлерĕ. Комсомольскинчи, Александровкăри, Урмаелĕнчи, Аслă Чурачăкри, Çĕнĕ Мăратри, Нĕркеçри культура çурчĕсенче куракансем пуçтарăннă.

Кино каçĕ райцентрти культурăпа кану паркĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов куракансене акци ячĕпе саламларĕ, хăй вăхăтĕнче кинематограф пирки "искусствăсенчен чи пĕлтерĕшли" тесе каланине палăртрĕ, паянхи кун та çаплах юлнине каларĕ.

"В кругу друзей" концерт программине вырăнти юрăçсем паллă кинофильмсенчи юрăсенчен йĕркеленĕ. Палланă çемĕсене илтсе куракансем те вĕсем çумне хутшăнса юрларĕç. Ун хыççăн "Легенда №17" тата "Батальон" илемлĕ фильмсене курса киленчĕç. Культурăпа кану паркĕнче кино каçне çамрăксем те, аслăрах çулхисемпе ачасем те килнĕ. Вĕсем кинори паттăрсемпе пĕрле кулянчĕç те, савăнчĕç те, аван кăмăлпа килĕсене саланчĕç.

Л.ГЕОРГИЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика