26 августа 2016 г.
"Иртнисĕр малашлăх çук", теççĕ. Чăнах та, хамăр тавралăхăн историйĕпе, темиçе ĕмĕр каялла кунта камсем пурăннипе, йăли-йĕркипе тата ыттипе кăсăкланни кирлех. Çакă питĕ интереслĕ пулин те, нумай чухне эпир ăна пĕлме тăрăшмастпăр та. Тĕслĕхрен, пирĕн районти Хырхĕрри таврашĕнче авалхи ял вырăнне тупасса кам шутлама пултарнă? Ку вăрмансене кам кăна кăмпана, çырлана çỹремен-ши, анчах çĕр айне пулса юлнă авалхи ял юлашкийĕсем тăрăх утнине никам та тавçăрайманах.
Августăн 18-мĕшĕнче вара Хырхĕрри ялĕ çумĕнче Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕпе регионсем хушшинчи археологи экспедицийĕ тĕпчев ĕçĕсене пуçăннă. Вĕсем Хырхĕрри ялĕнчен çур çухрăм çурçĕрелле, Кĕтне юханшывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă "XIV-XV ĕмĕрсенчи ял" сайра йышши аваллăхпа культура объекчĕ çинчен ытларах пĕлме тĕллев лартнă.
Экспедицие республикăри паллă археолог, наука сотрудникĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аслă преподавателĕ Николай Мясников ертсе пырать. Пархатарлă, истори пĕлте-рĕшлĕ çак ĕçе унпа пĕрле Мари Элти В.М.Васильев ячĕллĕ чĕлхе, литература тата истори наукăпа тĕпчев институчĕн истори уйрăмĕн наука ĕçченĕ Алексей Кудрявцев, этнограф-археолог, Çĕмĕрле районĕнчи Эскетен ялĕнчи тури чăвашсен этнографи музейĕн заведующийĕ Анатолий Пояндаев хутшăнаççĕ. Сăмах май каласан, Анатолий Никонорович - Чăваш халăх академийĕн йăх-несĕлсемпе таврапĕлỹçĕсен уйрăмĕн ертỹçи. Аслă тусĕсене Чăваш Енри аслă вĕренỹ заведенийĕсен студенчĕсем-волонтерсем пулăшаççĕ. Темиçе кунрах пысăк ĕç тума, çурт стенисем, кăмака вырăнĕ, лашан пуç купташки, çынсен шăмми-шаккине, тимĕр çатмасем,1395 çулхи укçа тата питĕ нумай авалхи япала тупма ĕлкĕрнĕ çак вырăнта тăрăшакан хастар ушкăн. Вĕсем сантиметр хыççăн сантиметр малалла хуллен куçаççĕ, киçтĕксемпе питĕ тирпейлĕ ĕçлеççĕ. Ара, пĕр япалан пĕчĕк пайне те çухатма-ватма юрамасть-çке. Августăн 23-мĕшĕнче вара авалхи ял вырăнĕнче вĕсен ĕçтешĕ, Мари Эл республикин наци музейĕн наука сотрудникĕ Диана Ефремова та килчĕ, тĕпчев ĕçне питĕ пысăк хак пачĕ, вăл историшĕн калама çук пысăк паллă пулнине палăртрĕ.
Чул е тăм, керамика чỹлмекĕн катăкĕ, тутăхса кайнă тимĕр татки пире нимĕн те каламаççĕ пулсан, аваллăх тĕпчевçисемшĕн çав япаласем уçса хунă кĕнеке пекех, тыт та вула. Вĕсем каланă тăрăх, кунта пăлхар саманинчи пысăк ял пулнă, 800 метра тăсăлать. Кунта вырăссем пурăннă пуль тесе шутлаççĕ, мĕншĕн тесен кил-тĕрĕшре тупнă япаласем çавна çирĕплетеççĕ. Çурт пĕренисем çуннă, кăмрăклă, çавăнпа та ял çине ютран тапăнса килсе çунтарнă текен шухăш пур.
- Питĕ пысăк пахалăхлă керамика кантăкĕсем тупрăмăр. Ăна лайăх хĕртнĕ, питĕ çирĕп-скер. Ун пек савăт-сапана Ылтăн Орда вăхăтĕнче Пăлхар хулинче çеç тума пултарнă. Чукун савăчĕсене саплани те тĕл пулкалать. Чавса кăларнă кашни япалине номерлесе пыратпăр, отчет паратпăр. Тĕпчев пĕтнĕ хыççăн вĕсем краеведени музейĕсен фончĕсене пуянлатма та пултарĕç ,- тет Николай Мясников.
Археологсемпе вĕсен пулăшуçисем çав вырăнтах, палаткăсенче пурăнаççĕ. Кăвайт çинчи хуранта пĕçернĕ яшка-пăтăпа апатланаççĕ, çумрах юхса выртакан шыва пĕвелесе унта çăвăнаççĕ. Çутçанталăк ытамĕнче, цивилизацирен кăштахлăха уйрăлса пурăнни пĕртте шиклентермест романтик чун-чĕриллĕскерсене. Калаçуран тĕпчев ĕçне хутшăнакансем кунта пурте хăй шучĕпе килни паллă пулчĕ. Маттурсем ку вырăнта хăçан та пулин турист маршручĕ уçасса, экскурсисем те ирттерессе шанаççĕ.
Авалхи яла тĕпчени Чăваш Енĕн тата Вăтам Атăлçин Ылтăн Орда саманинчи историйĕнчи хăш-пĕр ыйтусене уçăмлатма, чăваш халăхĕ епле пулса кайнине пĕлме пулăштăрччĕ.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"