26 августа 2016 г.
Çĕршывра пурăнакансен виççĕмĕш пайĕ "хура кун" валли укçа пухмасть, пухма шутламасть те. Çакăн пек пĕтĕмлетỹ тунă Халăх шухăшне тĕпчекен пĕтĕм Раççейри центр (ВЦИОМ) ыйтăм ирттернĕ хыççăн. 27 проценчĕ ĕçсĕр тăрса юлас пулсан валли укçа хурса пырать. Çавăн чухлĕ çын хурса та пымасть, ниçта та ĕçлемест те. Респондентсен 11 проценчĕ пухса пымасть. Раççейре пурăнакансен çуррийĕ ĕçрен кăларса ярсан йывăрлăхсемсĕрех ĕç тупасса çирĕп шанать. Тепĕр çуррийĕ ĕç тупма йывăр тесе шутлать.
Çак ыйтăма июлĕн 16-17-мĕшĕсенче 130 ял-хулара ирттернĕ, ыйтăма 1600 çын хутшăннă. Центр кăтартăвĕпе тĕрĕсмарлăх 3,5 процентран иртмест.
Источник: "Каçал Ен"