26 августа 2016 г.
Ачана пĕрремĕш класса хатĕрлеме мĕн хака ларать?
Çуллахи шăрăх кунсем вĕçленсе пынă май ашшĕ-амăшне ачисене шкула хатĕрлессипе çыхăннă ыйту ытларах та ытларах канăç памасть пулĕ. Тĕрĕссипе, ручка-тетрадь, портфель, ранец, çи-пуç илессипе çыхăннă тăкаксем ытларах тăрук ан пулччăр тесен кун пирки çу каçипех шухăшлама тивет.
Эпир те кăçал пĕрремĕш класа каякан хĕрĕмĕре шкула хатĕрлессине пĕр куна хăварар мар терĕмĕр. Тăкаксем чылай пулассине шута илсе вĕсене ятарласа çырса пытăм - кайран пĕтĕмлетỹ тумашкăн çапла çăмăлрах пулĕ терĕм. Паллах эпир те, çĕршыври чылай ашшĕ-амăшĕ пекех, май пур таран перекетлеме тăрăшрăмăр. Çапах та...
Ачана пĕрремĕш хут шкула ярассипе çыхăннă чи пĕрремĕш тăкак апрель уйăхĕнче пулчĕ - вĕренỹ заведенине ачана шкула илме заявлени çырнă чух унăн сăнỹкерчĕкĕсене ыйтрĕç. Сăн ỹкерттернĕшĕн тỹлерĕмĕр.
Тỹрех калатăп, тăкаксене çырса пынă списока çĕр тенкĕрен йỹнĕрех япаласене кĕртмерĕм. Кун пеккисен шутне ручка- кăранташ, ластик, киçтĕк йышши япаласем кĕретчĕç пулĕ. Тепĕр тесен, пур канцеляри таварĕн хакне пĕрле пухса шутласан пĕр пин тенкĕ те кирлĕ пулать пулĕ тет хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ. Пире вара ку енчен ăнчĕ - хĕрĕмĕре çуралнă кунĕ ячĕпе çуркуннех шăпах асăннă япаласем, канцеляри таварĕсем - сăрăсем, альбом, фломастер, тĕрлĕ тĕслĕ хутсем, хачă... - тултарнă пысăк папка парнелерĕç. Çакă пирĕн тăкаксен пĕр пайне саплаштарчĕ - пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекенсем июнь уйăхĕнче шкула виçĕ эрнелĕхе ятарлă занятисене çỹренĕ чух асăннă таварсем питĕ кирлĕ пулчĕç. Ун чухне эпир ятарлă çыру тетрачĕсене кăна туянтăмăр.
Унсăр пуçне канцеляри таварĕсене ача сачĕпе сывпуллашнă чух кăçал пĕрремĕш класа каякансене саламланă май парнелерĕç. Парта хушшине ларсан вĕсем тем тесен те кирлĕ пулаççех.
Шкулта вĕреннĕ чух кирлĕ пулакан ытти япаласене тата çи-пуçа эпир çу каçипех туянкаласа тăтăмăр. Чи хакли шкул форми пулчĕ - 4000 тенкĕ. Ăна июнь вĕçĕнче районти пасарта туянтăмăр - çакă та савăнтарчĕ. Тĕп хулана кайса çỹренĕ-тăк укçа ытларах тухатчĕ. Шкул форми тенĕрен, вăл кашни класăн тĕрлĕрен пулма пултарать. Хăшĕсем юбкăпа пиншак суйласа илеççĕ, хăшĕсем - сарафан. Пирĕн класс вара хĕрачасем валли шурă блузкăпа сарафан тата пиншак илес терĕ. Кăмăл тăвакансем (çав шутра эпир те) сивĕрех чух тăхăнма шăлавар та туянчĕç. Шăпах çак тăватă япала - блузка, сарафанпа пиншак тата шăлавар тăватă пин тенкĕлĕх пулчĕ те. Арçын ачасем валли шăлаварпа пиншак, шурă кĕпе тата хĕрачасен сарафанĕн тĕсĕпе пĕр килекен галстук суйларĕç. Вĕсен шкул форми те 4 - 5 пин тенке ларнă. Кунта çакна та асăнса хăвармалла - ачан пысăкăшне кура шкул форми кăшт хаклăрах та пулма пултарать.
Çие тăхăнмаллисенчен çавăн пекех спорт форми (1500 тенкĕ), спорт пушмакĕ тата кашни кун шкула çỹремелли туфли (иккĕшĕ 2300 тенкĕлĕх) туянтăмăр. Хĕр-ача валли тата пысăк та хитре шурă бантсем кирлĕ - иккĕшне 370 тенкĕ парса туянтăмăр. Унсăр пуçне шкулта улăштарса тăхăнмалли пушмак валли 100 тенкĕ тăракан рюкзак тата шурă тĕслĕ колготки (вăл та 100 тенкĕ тăрать) илтĕмĕр.
Шкула сумка-портфельсĕр епле çỹрĕн? Ранецне çирĕпреххине тата çурăма тỹрĕ тытма пулăшаканнине суйларăмăр, хакĕ - 1700 тенкĕ (пĕлнĕ тăрăх, хăшĕсем портфельшĕн 3-3,5 пин тенкĕ панă). Ăна тата тултармалла-ха. Пĕрремĕшсене вĕреннĕ чух кирлĕ ятарлă çыру тетрачĕсене (вырăсла "пропись" текеннисене) - пĕр ача валли 1200 тенкĕлĕх - класĕпех укçа пухса курттăмăн Шупашкарта туянтăмăр. Кун пек йỹнĕрех, тата вĕсене пули-пулми тупса илме те çук. Çыру тетрачĕсен хуплашкисемпе ахаль тетрадьсем тата 200 тенкĕлĕх туянтăмăр.
Çавăн пекех эпир класра юсав ĕçĕсем ирттерме тата куллен кирлĕ пулма пултаракан япаласем илме хамăр ирĕкпе пулăшу кỹме килĕшрĕмĕр, укçа пухрăмăр.
Çапла вара хĕрĕмĕре пĕрремĕш класа хатĕрлеме пирĕн 13 пине яхăн тенкĕ тухрĕ. Нумаях пулмасть телевизорпа пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывра пĕр ачана шкула хатĕрлеме вăтамран 12 пин тенкĕ кирлĕ. Паллах, ку цифра кашни регионта тĕрлĕрен пулма пултарать тата çемье бюджетĕнчен чылай килет. Акă "çăлтăрсем", тĕслĕхрен, канцеляри таварĕсене кăна икĕ ача валли 16 пин тенкĕлĕх туянни пирки кăтартрĕç нумаях пулмасть сенкер экранпа. Эпир тем тесен те вĕсемпе танлашаймастпăр. Чун тĕпренчĕкĕсене май пур таран лайăхрах япаласем илсе пама тăрăшсан та кашни пусне перекетлесси пирки шухăшлама тивет. Тата кирлех-ши хаклă япаласем, калăпăр, 700 тенкĕ тăракан дневник, туянса пама? Ăна илнипех ачан пĕлĕвĕ ỹсмест-çке-ха...
Эпĕ кунта пĕр ачана шкула хатĕрлессипе çыхăннă тăкаксене илсе кăтартрăм. Енчен те çемьере пĕрре мар, икĕ е виçĕ ачана шкула хатĕрлемелле пулсан? Тăкаксем чылай ỹсни каламасăрах паллă.
Харпăр хăй хушма хуçалăхне тытакан хăш-пĕр çемьесем ачисене сентябрĕн 1-мĕшне хатĕрлесе ятарласа ỹстернĕ выльăхĕсене те суткаларĕç пулĕ-ха. Ачасемшĕн пурăнатпăр-çке, вĕсене лайăх пултăр тесе, мĕн кирлипе çителĕклĕ шайра тивĕçтерес тесе темĕн тума та хатĕр. Хаксем самай "çыртнăран" вара пирĕн ачасем çапла "хаклă" пулса каяççĕ те...
Алина КАРПОВА.
Источник: "Каçал Ен"