26 августа 2016 г.
Ачасен ỹкерчĕкĕсен Шупашкарта "Эпĕ - Раççей гражданинĕ" ятпа иртнĕ конкурсне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикун пырса курнă.
Михаил Васильевич пĕчĕк ỹнерçĕсене тата вĕсен ашшĕ-амăшне Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунĕ ячĕпе саламланă. "Патшалăх ялавĕ - Раççейĕн никама пăхăнманлăхĕпе хăвачĕн тĕп символĕсенчен пĕри. Эпир хамăрăн çĕршыва юрататпăр, унăн историйĕпе мăнаçланатпăр, Раççей аталанăвĕшĕн ĕçлетпĕр!"- тенĕ вăл. Республика Пуçлăхĕ ачасен ĕçĕсем килĕшнине, çакнашкал мероприятисем патриотизм туйăмне çирĕплетнине палăртнă.
Ачасен ỹкерчĕкĕсен конкурсĕн проекчĕн координаторĕ Елена Федорова пĕлтернĕ тăрăх - ăна çамрăксен "Эпĕ - гражданин" организацийĕ Чăваш Енри ача усрава илнĕ çемьесен ассоциацийĕпе тата ЧР Общество палатипе пĕрле иккĕмĕш хут йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе 125 ỹкерчĕк. Вĕсен авторĕсем хăйсен ĕçĕсенче гражданлăх, çемье, патриотизм темисене тĕпе хунă.
("ХЫПАР").
Источник: "Каçал Ен"