26 августа 2016 г.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинче кăçалхи çичĕ уйăхра диспансеризаци мĕнле иртнине пĕтĕмлетнĕ. Çак тапхăрта 13 пин ытла çынна тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен пĕрре виççĕмĕш пайне диагноза тĕрĕс лартмашкăн тĕплĕнрех тĕрĕслеме янă.
Республикăри çынсем ытларах мĕнле чирпе тертленеççĕ-ха? Ведомство ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева диспансеризаци пирки доклад тунă чухне тỹрех палăртнă, çынсем сахалрах чирлеме тытăннă.
Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, вăраха кайнă чирсене сахалрах тупнă. Пĕлтĕр 22275 çынна шута илнĕ пулсан, кăçал - 16276. Ытларах чухне çынсем чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе, вар-хырăм чирĕсемпе нушаланаççĕ.
Ĕçлеме пултаракан 9 пине яхăн çыннăн вăраха кайнă чирне тỹрех тупса палăртнă. Ведомство пĕлтернĕ тăрăх, ытларах чухне чир-чĕр пирус туртсан, эрех-сăра ĕçсен, хускану сахал тусан çыпăçать.
Халăхăн 32,3 проценчĕн юн пусăмĕ пысăк, 7,1 проценчĕн юнри сахăр шайĕ нумай, 14 проценчĕн холестерин шайĕ ытлашшипех.
Источник: "Каçал Ен"