АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти çиччĕмĕш ФАП уçăлчĕ

26 августа 2016 г.

Августăн 24-мĕшĕнче Тăманлă Выçли ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ял çыннисене çав ятпа саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Сывлăх сыхлавĕн министерствин пай начальникĕ Надежда Никандрова, район администрацийĕн тата Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Алексей Самаркинпа Ольга Андреева килчĕç. Вĕсем пурне те сывлăха упрама, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сунчĕç.

Модульлĕ ФАП çуртне Канашри "Геолог" тулли мар яваплă организаци туса хăтланă. Строительство ĕçĕсем валли тата медицина оборудованийĕпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 2 миллион тенкĕ уйăрнă. Вырăнти бюджет укçи-тенкине хушса тулашри инженери тытăмĕсене хăтланă тата территорие тирпей-илем кĕртнĕ.

Арча пек тăпăл-тăпăл çурт халь, хĕвел пек сап-сарă тĕслĕскер, Тăманлă Выçли ялне пырса кĕрсен таçтанах курăнать. Вăл ялта пурăнакан 578 çынна пирвайхи пулăшупа тивĕçтермелле. Медпунктра мĕн кирли пурте пур - медицина оборудованийĕ, ятарлă пỹлĕмсем, вĕсенче пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕн врачĕ йышăнма пултарĕ.

Сумлă хăнасене кĕтсе ФАП умне ватти те, вĕтти те пуçтарăннă. Медпункт умĕнчи хĕрлĕ хăйăва касса ФАП уçăлнине пĕлтерме ялти хисеплĕ çынна, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачне Валентина Недровăпа шкул ачисене шанчĕç. Валентина Макаровна сипленме çакнашкал лайăх условисем туса панăшăн ял-йыш ячĕпе республика правительствине, район тата ял тăрăхĕн администрацийĕсене, вырăнти фельдшера чун-чĕререн тав турĕ. Вĕр-çĕнĕ медицина пунктне пурте кĕрсе курчĕç, строительсен ĕçне пахаларĕç. Пỹлĕмсенче хăтлă та илемлĕ, çутă, кунтах - санузел, кранран сивĕ, вĕри шывĕ те юхать. Асăннă ялта фельдшерта чылай çул ĕçлекен Елена Краснова та çакăншăн чунтан хĕпĕртет, малашне тата пысăкрах хавхаланупа тăрăшасса пĕлтерет.

Ертỹçĕсем урама тухнă-тухман пухăннă ял-йыш вĕсем патне туртăнчĕ. Çынсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене хускатрĕç: ФАП пур, унта мĕншĕн система лартма юрамасть? Кирек мĕнле çанталăкра та Тăманлăвыçлисем çавăншăн Çĕнĕ Мăратри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне çỹреççĕ мĕн. Хĕллехи кун вара процедура хыççăнах вăрăм çула тухни усă вырăнне сиен те кỹме пултарать. Тепĕр çивĕч ыйту - ял хушшипе иртекен çул-йĕр ванса пĕтни. Райадминистраци пуçлăхĕ Алексей Самаркин çак çула сармалли проект хатĕррине, унпа çитес вăхăтра республика программине кĕрес шанчăк пуррине пĕлтерчĕ. Ытти ыйтусем те тимлĕхсĕр юлмĕç, вĕсене шута илсе çитес вăхăтра татса параççех.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указне тĕпе хурса 2013-2015 çулсенче Чăваш Енре модульлĕ 100 фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнăччĕ. Вĕсенчен улттăшĕ - пирĕн районта. 2016-2018 çулсенче кивелнĕ тата усă курма юрăхсăра тухнă 50 ФАП вырăнне çĕннисем çĕклеме палăртнă. Тăманлă Выçлири çак тапхăрта районта хута кайнă пĕрремĕш медпункт пулчĕ. Юлашки ан пултăрччĕ!

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика