26 августа 2016 г.
Чăвашстат апат-çимĕç хакне черетлĕ хут тĕрĕсленĕ. Пахча çимĕç хакĕсем пĕчĕкленсе пыраççĕ. Анчах юлашки вăхăтра республикăра сысна ашĕ хакланнă. Ку Пăрачкав районĕнчи Африка мурĕпе çыхăннă. Кунашкал лару-тăрупа усă курса сутуçăсем какай хакне самантрах ỹстернĕ. Çавăн пекех чăх çăмарти, сĕт, хуратул хакланнă.
Пахча çимĕç хакĕ йỹнелсех пырать. Помидор 20 процент чакнă, кишĕр, çĕрулми хакĕсем 11 процент йỹнелнĕ. Купăстапа сухан чи йỹнни шутланаççĕ.
Хăяр вара хакланнă. Унăн хакĕ 9 процент ỹснĕ. Пахча çимĕçсĕр пуçне сахăр, шăнтнă пулă, канфет йỹнелнĕ.
Источник: "Каçал Ен"