23 августа 2016 г.
Хăйĕн çуралнă кунне Шупашкар хулине пысăк парне кỹнĕ - августăн 20-мĕшĕнче "Олимп чемпионĕ Валерий Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕ" физкультурăпа сывлăх комплексне уçнă.
Вăл Эгер бульварĕнче вырнаçнă. Ку вăл - кăçал уçма палăртнă тăватă спорт объектĕнчен иккĕмĕшĕ. Аса илтеретпĕр, июльте Маунтинбайк (сăрт-ту велоспорчĕ) центрне уçнăччĕ. Халĕ хула çыннисем пурте кĕç-вĕç туса пĕтерекен Олимп вăййисене хатĕрлекен регионти биатлонистсен центрне хута ярасса кĕтеççĕ. Черетре - Олимп резервĕсен сĕтелçи теннисĕпе тата ухăран перессипе специализациленĕ ачасемпе çамрăксен физкультурăпа спорт комплексĕ.
Çакăн йышши объектсене хута яни Чăваш Республикине Раççей регионĕсем хушшинчи спорт лидерĕсен йышне кĕме пулăшĕ. Чăваш Ен халех Раççей шайĕнчи кăна мар, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене те ирттерет. Çав Маунтинбайк центрех, сăмахран, хăй уçăлнă-уçăлманах спортсменсене йышăнчĕ те. Кăçалхи спорт сезонĕнчи чи пысăк шайри ăмăрту вăл - Раççей шайĕнчи çăмăл атлетика чемпионачĕ. Унта тунă çитĕнỹсем патне Рио-де-Жанейрăри Олимпиадăра та çитеймерĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çĕнĕ комплекса уçнă чухне Чăваш Енре 4000 яхăн спорт сооруженийĕ пуррине, вĕсене 100 пине яхăн çын çỹреме пултарнине пĕлтернĕ. Çакă республикăри наци сывлăхне çирĕплетме май парать. "Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума тĕллевсем лартать, çавна май республикăра çĕнĕрен те çĕнĕ объектсем уçăлаççĕ, кашни çын çемйипе, юлташĕсемпе спортпа туслашма пултарать", - тенĕ М.Игнатьев.
Юлашки çулсенче республикăра 50 объекта яхăн тунă тата реконструкциленĕ. Нумай функциллĕ 5 спорт комплексне, уçă 12 сооружени, пăртан тунă виçĕ каток хута янă. Йĕпреçре стадион-лаптăк, Çĕмĕрлере тата Çĕнĕ Шупашкарта футбол хирĕсем, Вăрнарта пăр катокĕ, Канаш районĕнче мăшăр кĕрешỹ центрне уçнă. Пилĕк çулта спортпа тата физкультурăпа кăсăкланакансен шучĕ 39 процент ỹснĕ, республикăри спорт шкулĕсене 37 пин ачапа çул çитмен çамрăк çỹрет.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов:
"Олимп чемпионĕ В.Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕ - Шупашкарти Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи ку чухнехи пĕрремĕш спорт комплексĕ. Малашне пулас чемпионсене тренировкăсем тума тата меллĕрех пулĕ, мĕншĕн тесен фитнес-аэробика, баскетбол, мини-футбол тата шывра ишессипе вĕренỹ занятийĕсене йĕркелеме çĕнĕ пỹлĕмсем пулаççĕ. Пĕр харăс кунта 150 çын тренировка тума пултарать. Манăн тĕллев - Чăваш Ене Раççейри чи сывлăхлă та спортпа туслă ушкăна кĕртесси".
Источник: "Каçал Ен"