АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Африка чуми сыснасемшĕн те, экономикăшăн та хăрушă

23 августа 2016 г.

Сыснан сикекен хăрушă чирне 2008 çулта чи малтан Кавказра тупса палăртнă. Унтанпа Раççей тăрăх çулсерен çурçĕрелле куçса пычĕ. Вăл пуррине Чулхула облаçĕнче те çирĕплетрĕç. Çак кунсенче чир Чăваш Ене те çитрĕ. Августăн 14-15-мĕшĕнчи çĕрле Пăрачкав районĕнчи Напольное салинчи пĕр хушма хуçалăхра 4 уйăхри сысна çури вилнĕ. Владимир облаçĕнчи Покров хулинче ирттернĕ тĕпчев çурана Африка мурĕн вирусĕ ернине çирĕплетнĕ.

Шупашкарта Правительствăн асăрхаттарас, чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерес енĕпе ĕçлекен тата выльăх чирĕ анлă сарăлассипе кĕрешекен чрезвычайлă комиссисен пĕрлехи анлă ларăвĕ иртнĕ. Сăмах республикăра кĕтмен хăрушă амак çулне пỹлме тата Пăрачкав районĕнчи мĕнпур сыснана (çак ен хăрушлăхпа пĕрремĕш зонăна кĕрет) тĕп туса çĕр айне чикме йышăннă мероприятисене тăхтаса тăмасăр пурнăçламалли çинчен пынă. Августăн 17-мĕшĕнчен Пăрачкав районĕнчи Напольное салинче карантин туса хунă, Африка чумипе кĕрешекен оперативлă штаб йĕркеленĕ. Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин планĕпе килĕшỹллĕн, карантин зонинчен тухнă çĕрте постсем тăратнă, сыснасене хуçалăхсенчен пуçтарса çунтарса ярассине йĕркеленĕ.

Комсомольски районĕ кỹршĕллĕ ытти районсемпе пĕрле хăрушлăхпа иккĕмĕш зонăна кĕрет (унта Напольное салинчен 100 километр радиусри районсем пурте лекеççĕ). Сыснасен Африка чуми - вируслă чир, выльăхсен температури ỹсет, ỹчĕ юнланать, вилеслĕх пысăк. Çак мур килти тата хир сыснисен пĕтĕм ăратне ерет. Çыншăн хăрушă мар. Вакцинăпа та, нимле сиплевпе те сыснасене сыватма çук, чир ернисем пурте вилеççĕ. Ăна пула Раççей территорийĕнче экономика çухатусем тỹсет, пĕр миллион ытла сыснана тĕп тунă, тăкакĕ -- 30 миллиард тенкĕ ытла.

Августăн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 2785 пуç сысна пуррине шута илнĕ. Вĕсенчен 1052-шĕ - ял хуçалăх предприятийĕсенче ("Восток", "Рассвет" кооперативсенче), 1733-шĕ - килти хушма хуçалăхсенче (7 ял поселенине кĕрекен 34 ялти 593 килти хуçалăхра).

Сыснасен Африка чуми килсе ан лектĕр тесен питĕ асăрханмалла. Пасарсенче аш-какай туянмалла мар, сутма та ирĕк çук, ветеринарипе санитари нормисене çирĕп пăхăнмалла. Сысна ĕрчетекен хупă йышши пысăк комплекссем çеç (вĕсен сыхлăх енчен 3-4-мĕш компартмента кĕмелле) хăйсен продукцине суту-илỹ точкисене ăсатма пултараççĕ. Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсен выльăх-чĕрлĕх фермисемпе уйрăм хуçалăхсем вара 1-2-мĕш компартментлă çеç. Ял хуçалăх предприятийĕсен фермисенче çỹллĕ картасем тытмалла, сыснасене уçăлма кăларма юрамасть. Унта нимле чĕрчун та кĕмелле мар. Витесене кĕриччен тумтире, атă-пушмака йăлтах улăштармалла. Тĕрĕсленĕ, пĕçернĕ е стерилизациленĕ апатпа çеç тăрантармалла.

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ, ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем, ветеринарсем пуçтарăнса канашларĕç. Çак ларура Африка чуминчен сыхланмалли мероприятисен планне сỹтсе явса çирĕплетнĕ. Хăрушсăрлăх йĕркисене пурне те пăхăнма ыйтатпăр.

А.ШАЙДУЛЛИН,

ветстанци начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика