23 августа 2016 г.
Августăн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкар хулин çуралнă кунĕ пулнă. Çавна май хулара питĕ нумай мероприяти йĕркеленĕ. Уяв ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, хула ертỹçисем пурне те ăшшăн саламланă.
Хула çыннисемпе хăнисем "Пултарулăх бульварĕ" арт-проектпа паллашнă, Гагарин урамĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тỹреме çити тăсăлнă лапамсенче пулса курнă.
"Шупашкар - санăн çĕнтерỹсен хули" театрализациленĕ курăнăва та çынсем пысăк хак панă.
Савăнăçлă программăна Раççей халăх артисчĕн Олег Газмановăн тата "Эскадрон" ушкăнăн концерчĕ малалла тăснă. Ун хыççăн тỹпере фейерверк ялкăшнă.
Источник: "Каçал Ен"