19 августа 2016 г.
Чăваш Республикин Елчĕк район сучĕн 2016 çулхи апрель уйăхĕнчи приговорĕпе Ч.на Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 264 статйин 1-мĕш пайĕпе айăпланă.
Ч. автомобиль рулĕ умĕнче ларнă чух çул-йĕр правилисене пăснă, асăрхамасăр çын сывлăхне йывăр сиен кỹнĕ. Çак ĕç 2015 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Ялсенчи çулсем çинче автотранспортăн хăвăртлăхĕ сехетре 60 километр пулмалла. Ч. сехетре 70 километра яхăн хăвăртлăхпа пынă. Водитель тимлĕхне çухатнипе хирĕç килекен çул çине тухса кайнă та çуран утакан К. çине пырса кĕнĕ. Çул çинчи автоаварире К. йывăр суранланнă.
Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха пăснăшăн водителĕн ирĕклĕхне 1 çулталăклăха чакарнă. Унăн муниципаллă территорирен тухса кайма, пурăнмалли вырăна, патшалăх органĕсем ирĕк памасăр ĕç вырăнне улăштарма юрамасть.
Приговор саккунлă вăя кĕнĕ.
А.ТУМАЛАНОВА,
судьян пулăшаканĕ.
Источник: "Каçал Ен"