19 августа 2016 г.
Августăн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 39-мĕш сессийĕ иртнĕ. Унăн тĕп пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ ("Единая Россия" фракцирен) Николай Малов паллаштарать.
- Сессире тĕп ыйту республикăн 2016 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси пулчĕ. Улшăнусем чăннипех те лайăх. Бюджетăн тупăш пайĕ 4,3 млрд тенкĕ чухлĕ ỹснĕ. Çакă федераци хыснинчен 3,7 млрд тенкĕ куçарса панипе çыхăннă. Çавăн пекех хамăрăн вырăнти налукран тата ытти бюджетран 580 млн тенкĕ кĕни те савăнтарать.
Çакă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан ушкăн пĕр шухăшлă тата федераци правительствипе, "Единая Россия" фракци РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленипе çыхăннă.
Палăртнă укçа-тенкĕн тĕп пайĕ çул-йĕр тума каять. 900 млн тенкĕ ытларах вĕренĕве аталантарма пулĕ, вĕсенчен 583 млн тенкине - çĕнĕ шкулсем тума, 141 млн тенкине икĕ ача сачĕ хăпартма уйăрнă.
Федераци бюджетĕнчен культурăна, вăл шутран туризма, социаллă сферăна, физкультурăпа спорта аталантарма, пĕчĕк тата вăтам бизнеса, агропромышленноç комплексне пулăшма тĕллевлĕ хушма укçа кĕнĕ. Ку вара 2016 çулхи бюджетшăн палăрмаллах тепĕр пысăк тупăш. Çитес созыври депутатсем ку ыйту патне тепĕр хут таврăнасса, хушма укçана тăван республикăн халăх хуçалăхне тата социаллă сферăна аталантарма ярасса шанатăп.
Источник: "Каçал Ен"