АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муниципаллă харпăрлăха куçаççĕ

19 августа 2016 г.

 20 çул каялла колхозсемпе совхозсен членĕсем çĕр пайĕсен харпăрлăхçисем пулса тăнă. Чăваш Республикинче 550 гектара яхăн ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕ граждансен харпăрлăхне куçнă. Анчах та граждансем хăйсен çĕр пайĕсемпе усă курма васкаман пирки çак ирĕке саккун вырăнти администрацисене панă.

Раççей реестрĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ аса илтерет: çĕр пайне регистрацилемесен е унпа палăртнă йĕркепе усă курмасан ăна кирлĕ мар тесе йышăнаççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çĕр пайне суд урлă муниципаллă харпăрлăха куçарма пултарать. Кирлĕ маррисен шутне вилнĕ граждансен çĕр пайĕсене чылай кĕртнĕ. Чылай чухне еткерçĕсем ашшĕ-амăшĕнчен юлнă çĕр пайĕсем çине документсем тума васкамаççĕ. Аса илсен вара çĕр лаптăкне тавăрма çук.

Паянхи кун республикăри муниципаллă харпăрлăхра 54 пин кирлĕ мар çĕр пайĕ шутланса тăрать. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çĕр пайĕсене муниципаллă харпăрлăха малалла та активлă куçарĕç. Нимсĕр тăрса юлас мар тесен çĕр пайне харпăрлăха вăхăтра куçарас пулать.

Раççей реестрĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-служби.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика