АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултав серепине ан лекĕр!

19 августа 2016 г.

Юлашки вăхăтра телефонпа улталасси анлă сарăлчĕ. Чылай чухне çывăх çын инкеке лекнине пĕлтереççĕ те укçа тỹлесен çăлăнмашкăн май пуррине систереççĕ. Кун пек чухне шухăшласа тăрăн-и? Çук, хыпкаланса ỹксе темиçе пин тенкĕ таранах куçарса паратăн. Ултав серепине лекнине кайран çеç туйса илетĕн. Телефонпа пĕр-пĕр банк представителĕ тесе шăнкăравланă тĕслĕхсем те пĕрре кăна мар пулнă. Вĕсем банк карттин номерне, пин-кодне ыйтаççĕ те, счет çинчи укçа-тенке самантрах йăкăртаççĕ. Çавăн пекех анлă сарăлнă ултавсенчен тепри вăл - пĕр-пĕр вăйăра пысăк парне выляса илнĕ тесе пĕлтерни. Парнеллĕ пулас тесессĕн вара кăштах укçа куçармалла иккен. Çынсем шутламасăрах ыйтнă суммăна куçарса параççĕ. Ултавçăсен серепине уйрăмах ватăсем çакланаççĕ.

Черетлĕ хут пурне те асăрхануллă пулма сĕнетпĕр. Ватă çынсене çакнашкал ултав мелĕ пирки асăрхаттарма ан манăр. Сире шăнкăравласа укçа-тенкĕ куçарса пама ыйтсассăн, тỹрех 02 телефонпа шăнкăравлăр.

Г.КОКШИН,

районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика