19 августа 2016 г.
2016 çулхи августăн 15-мĕшĕнче çĕршывăн пысăк пайĕнче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ вĕçленчĕ.
Аякри тата çитме йывăр территорисенче вăл сентябрĕн 15-мĕшĕпе ноябрĕн 15-мĕшĕсенче иртет. Августăн 16-22-мĕшĕсенче хăш-пĕр объектсене контроль тĕрĕслевĕ ирттерме суйласа илеççĕ. Унăн тĕллевĕ - переписчиксем пур объектсене те çитнине, перепиç хучĕсене тĕрĕс çырнин пахалăхне, инструктора перепиç вăхăтĕнче уйрăм кăтартусем иккĕлентернине тĕрĕслесси. Контроль тĕрĕслевĕ вăхă-тĕнче инструкторсем перепиç докуменчĕсене тĕплĕ тĕрĕслĕç, туса çитерменнине пĕтерĕç, йăнăш çырнисене тỹрлетĕç.
Контроль тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче хăшпĕр сăлтавсене пула çитмен объектсенче перепиç хучĕсем çырĕç. Çапла вара, перепиç вĕçленнĕ тĕле хăшпĕр хуçалăхсенче тĕ-рĕслев иртменни пĕтĕмлетỹ кăтартăвĕсене лекĕ.
Енчен те сирĕн хуçалăхра хăшпĕр сăлтавсемпе перепиç иртмен пулсан, районти патшалăх статистика уйрăмне е перепиç участокне пымалла. Специалистсем сире перепиçе кĕртĕç.
Комсомольски район территорийĕнче списока кĕртнĕ пур объектсене те çырса тухнă - 26 ял хуçалăх предприятине, 11 предпринимателе, 265 фермерпа хресчен хуçалăхне тата 10622 хушма хуçалăха.
Перепиç хучĕсене çырнă вăхăтра переписчиксемпе хуравлакансем хушшинче чи йывăр ыйту çĕр пурлăхĕ тата унпа усă курни пулнă. Çĕр пайĕсен харпăрлăх правине йĕркелесси вĕçленсе пĕтмен, çавна пула граждансене хăйсем мĕн чухлĕ çĕр лаптăкĕпе усă курнине е арендăна панине палăртма йывăр пулнă.
Переписчиксем граждансем ыйтусем çине тĕплĕн хуравланине палăртнă. Перепиç кăтартăвĕсем тăрăх налук ỹсме пултарасран шикленнипе килте тытакан выльăх шутне, нумай çул ỹсекен курăксем мĕн чухлĕ лаптăк йышăннине тата туса илнĕ продукцие сутнине чăннипе каламан тĕслĕхсем те пулнă.
Перепиçĕн малтанхи кăтартăвĕсене 2017 çулхи тăваттăмĕш кварталта пĕтĕмлетĕç. Юлашки пĕтĕм-летỹ 2018 çулхи тăваттăмĕш кварталта пулĕ.
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хутшăннисене пурне те тав тăватпăр. Çырав хучĕсенче кăтартнисем вăрттăнлăхра пулĕç. Перепиç саккунĕпе çырав кăтартăвĕсемпе çынсене сиен кỹме усă курмалла мар.
Н.ВОРОНОВА,
ял хуçалăх çыравĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй.
Источник: "Каçал Ен"