АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă аталанма районăн пĕтĕм май пур

19 августа 2016 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев августăн 17-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерчĕ. Малтанах вăл сĕт пуçтарса тирпейлекен "Молцентр" тата "НУР" производство кооперативĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Районти Культура çуртĕнче вара активпа тĕлпулу иртрĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн ертỹçи Петр Краснов, ЧР финанс тата ял хуçалăх министрĕсем Светлана Енилинăпа Сергей Артамонов, ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Ольга Ланцова, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, райадминистраци пуçлăхĕ Алексей Самаркин хутшăнчĕç.

Канашлăва пуçличчен Михаил Игнатьев районти хастар, пултаруллă ĕçченсене наградăларĕ. "Искра" колхоз водителĕ Сергей Мартынов, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин тата централизациленĕ бухгалтерин тĕп бухгалтерĕ Олеся Митюкова республика Пуçлăхĕн аллинчен Тав хучĕпе алла çыхмалли сехет илчĕç. Республика Пуçлăхĕ канашлăва уçнă май Комсомольски районĕн ăнăçлă аталанма пĕтĕм май пуррине каларĕ. Ĕçчен çынсем, хăйсен ĕçне анлăлатма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума хатĕр талантлă предпринимательсем - пирĕн чăн пуянлăх. Ял хуçалăхĕнче уйрăмах аван улшăнусем пур. Акă, 2016 çулта çак продукцисене - пĕрчĕллĕ тĕштырă (30 процент), çĕрулми (5 процент), аш-какай (6 процент), сĕт (1 процент) - туса илесси ỹснĕ. Сĕт суса илессипе республика шайĕнче район иккĕмĕш вырăнта, аш-какайпа - вуннăмĕш.

Михаил Игнатьев вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕн, спортпа культурăн тытăмĕсене аталантарасси, граждансене социаллă гарантисемпе тивĕçтересси патшалăх политикин тĕп ыйтăвĕсем пулса тăнине те асăнчĕ.

Алексей Самаркин районăн кăçалхи социаллă-экономика пурнăçĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Алексей Александрович кашни отрасль, кашни сфера хыçа юлнă тапхăрта епле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Акă, вырăнта илекен тупăш пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 2,4 процент ытларах пулнă. Паянхи куна пĕрчĕллĕ тĕштырра пĕтĕмĕшле лаптăкăн 80 проценчĕ çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Районти аграрисен ĕçченлĕхне муниципалитет территорийĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсем çукки те çирĕплетет. Çитĕнỹсемпе пĕрлех çитменлĕхсене те пытарса тăмарĕ пуçлăх, хăш енĕпе çинерех тăрса ĕçлемеллине те палăртрĕ.

Канашлура депутатсемпе министрсем те тухса калаçрĕç, районăн тĕрлĕ сферинчи çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕç, хăш енĕпе ытларах тăрăшмаллине сĕнỹсем пачĕç. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кĕрхи культурăсен лаптăкне ỹстерме, çураки валли пахалăхлă вăрлăх кăна хатĕрлеме сĕнчĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Ольга Ланцова çынсене ĕç килĕшĕвĕ çырса ĕçе вырнаçтарассинче лайăх улшăнусем пуррине асăнчĕ. Çавăн пекех районти суту-илỹ точкисене тĕрĕсленĕ чухне контрафактлă алкоголь продукцийĕ тупнине каларĕ. Вăл "Ягуар" ООО урлă килет мĕн.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май республика ертỹçи район çыннисене тăван çĕре юратнăшăн, хастар ĕçшĕн тав турĕ. Вăл республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине, вăрăм ĕмĕрлĕ ватăсен шучĕ ỹснине палăртрĕ. "Пирĕн тĕллев - Чăваш Енри обществăпа политика лару-тăрăвĕнчи тăнăçлăха упраса хăварасси", - терĕ Михаил Игнатьев.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика