16 августа 2016 г.
Пирĕн тăрăхра вăрманлă вырăн сахал мар. Çу кунĕсенче унта çырла-кăмпа пуçтарма, мăйăр татма, милĕк хуçма çỹрекен чылай. Çутçанталăк пурлăхĕпе усă куракансем çеç мар, унăн илемĕпе киленес текен те нумай. Кăвайт чĕртсе шашлăк тăвакансене (кун пек чухне эрех-сăрасăр пулмасть) те час-часах курма пулать. Этем факторне пула вут-çулăм ытларах тухать. Паллах, çутçанталăкăн хăйĕн хăвачĕ те пысăк. Калăпăр, аçа-çиçĕм çапнипе те вăл е ку йывăç çунма пултарать. Торф вырăнĕсем те хăйсем чĕрĕлсе кайнине пĕлетпĕр.
Вăрман хуçалăхĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - вут-çулăм вăрмана хыпса илсе тăкак кăтартасран сыхласси. Çитес вăхăтра 25-30 градуслă шăрăх тăрĕ. Ăна пула пушар хăрушлăхĕ те кашни кунах ỹссе пырать. Çавăнпах Министрсен Кабинечĕ "Чăваш Республикин территорийĕнче пушара хирĕçле уйрăм йĕрке пирки" постановлени йышăннă. Пушарсене асăрхаттарас, вут-çулăма çийĕнчех парăнтарас, инкек сăлтавне, вăрман фондне сăтăр кỹнисене тупса палăртас тĕллевпе ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Шăмăршă лесничестви" патшалăх учрежденийĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ, çынсем ытларах çỹрекен вырăнсене çитсе тĕрĕслеççĕ, вăрмана кĕнĕ çĕрте пропускла режим кĕртнĕ. Лесничествăра кашни çулах пушара хирĕç аншлагсене çĕнетеççĕ, кирлĕ инвентарь-оборудовани те çителĕклĕ.
Çанталăк ăшă тăнă май хăрушлăх ỹснине каларăмăр ĕнтĕ, çавăнпа та кашни çыннăн пушара хирĕç кĕрешес ĕçе хутшăнмалла. Уй-хирти, уçланкăсенчи типĕ курăка çунтарма юрамасть. Типĕ вăрманта е ун çывăхĕнче кăвайт чĕртмелле мар. Сỹнмен шăрпăкпа пируса ан пăрахăр. Çак йĕркесене пăхăнсан çутçанталăка пысăк пулăшу панă пулăттăмăр.
Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсакансене РФ Административлă кодексĕн 8.32-мĕш тата РФ Уголовлă кодексĕн 261-мĕш статйисемпе административлă тата уголовлă яваплăх та тыттарма пултараççĕ.
Енчен те эсир вăрмансенче пушара куртăр, анчах та хăвăрăн ăна сỹнтерме май çук пулсан ун пирки ятарлă органсене пĕлтермелле:
- 8(83546)2-35-81 е 8(83546)2-35-31 номерсемпе ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Шăмăршă лесничестви" патшалăх учрежденине;
- 8-927-668-26-85 (Шăмăршă участок начальникĕ), 8-927-865-61-21 (Патăрьел участокĕн начальникĕ) номерсемпе ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине;
- çывăхри ял тăрăхĕн администрацине е 01 телефонпа пушар чаçне.
Шăмăршă лесничествипе çывăхри ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисене вăрмансем çывăхĕнчи хирсен йĕри-тавра 3 метртан кая мар сухаламаллине аса илтеретпĕр.
Вăрман - пирĕн пуянлăх. Ăна май килнĕ таран упрасчĕ.
А.ЦЫГАНОВ.
Источник: "Каçал Ен"