АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватă оден кавалерĕ, маттур председатель

16 августа 2016 г.

Пирĕн районта ĕçпе чапа тухнă çынсем йышлă. Вĕсем кашни харпăр хăйне шанса панă çĕрте тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса пысăк çитĕнỹсем тунă, халăх хуçалăхне аталантарма пулăшнă. Тăван çĕршывăмăр вĕсен ĕçне тивĕçлипех хакланă.

Акă, "Дружба" колхоза пĕр улшăнмасăр 38 çул ертсе пынă Сенат Алиуллович Алиулловăн, тăватă орден кавалерĕн ячĕ Комсомольски районĕн историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă. Ленин орденĕпе ăна икĕ хутчен те - 1973, 1976 çулсенче - наградăланă. Районта кун пек тĕслĕх урăх çук та пуль. Унсăр пуçне Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕн (1966), Октябрь революцийĕн (1971), пĕрремĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă (1985) орденĕсемпе чысланă. "ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Хисеп грамотисен хисепĕ те пысăк - РСФСР, ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн тата ыттисем. Сенат Алиулловăн ятне районăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Хисеплĕ çынна икĕ хутчен те республикăн Аслă Совечĕн депутатне суйланă.

Сенат Алиуллов 1921 çулта Тутар Элпуç ялĕнче çуралнă. Вунулттăри каччă комсомол ретне тăнă, çара кайичченех ячейка секретарĕн ĕçĕсене туса пынă. 1940 çулта маттур яша Хĕрлĕ çара ăсатнă. Вĕсен стрелковăй полкĕ вăрçăн малтанхи кунĕсенчех çулăма кĕнĕ. 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче Смоленск патĕнчи хаяр çапăçусенче йывăр аманнă та ăна сывалма килне янă. Яла килсен вăл ачасене çар ĕçне вĕрентнĕ, ял Советĕнче тата КПСС райкомĕн пай заведующийĕнче тăрăшнă.

Сенат Алиуллов 1944 çулта тăван хуçалăх лавне туртма пуçланă. 1952 çулта хуçалăх пысăкланнă, пилĕк ял çыннисем пĕрлешсе туса хунă "Дружба" колхоз председательне Сенат Алиулловича суйланă. Вăл ертсе пынипе колхоз ял хуçалăх производствинче пысăк ỹсĕмсем тунă. Электростанци, радиоузел, культура çурчĕ, выльăх-чĕрлĕх фермисем, водопровод хута янă. Ĕнесенчен сĕт сăвасси ỹснĕ, хирсен тухăçлăхĕ лайăхланнă. Колхоз районта тата республикăра малтисен ретĕнче пулнă.

Ĕçпе вăрçă ветеранĕ Сенат Алиуллович хуçалăха 1982 çулччен ертсе пынă, 2006 çулта çĕре кĕнĕ. Унăн ятне çав тăрăхра пурăнакансем, пĕрле ĕçлеме тỹр килнисем паян кун та ырăпа аса илеççĕ, яланах тав тăваççĕ. Хальхи ăрăвăн, çамрăксен çакăн пек çынсенчен тĕслĕх илмелли пурах, аслисен çутă сăнарне асра тытса вĕсенчен вĕренсе пырасчĕ.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика