АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кĕр парнисем" ярмăркка уçăлать

16 августа 2016 г.

 Августăн 20-мĕшĕнче "Кĕр парнисем" уйăхлăх пуçланать.

Çавна май Шупашкар хулин кашни районĕнчех ял хуçалăх продукцийĕн çĕнĕ тухăçне сутма тытăнаççĕ. Ярмăркка тăватă площадкăра ĕçлĕ: Калинин районĕнче икĕ вырăн ("ДАР" ТЯО рынок территорийĕнче, 324 Стрелоксен дивизийĕн урамĕнчи 22-мĕш çурт, "Фиалка" суту-илỹ центрĕ çывăхĕнче, Эгер бульварĕн             40-мĕш çурчĕ патĕнче), Ленин районĕнче ("Николаевский" суту-илỹ комплексĕн территорийĕнче, Николаев урамĕнчи 14 "а" çурт патĕнче) тата Мускав районĕнче ("Çурçĕр" пасар территорийĕнче, Мускав проспекчĕн 40 "а" çурт патĕнче) - пĕрер.

Ял хуçалăх продукцине сутакансене суту-илỹ вырăнĕсене тỹлевсĕрех уйăрса параççĕ. Ярмăрккара ветерансене, пенсионерсене, инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене продукцие тỹлевсĕрех çитерсе параççĕ. "Кĕр парнисем" уйăхлăх октябрĕн 16-мĕшĕччен пырать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика