12 августа 2016 г.
Александра Ивановна Кунина пилĕк ачине пĕчченех пăхса ỹстернĕ. Ăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă. Леня ывăлне Чăваш комсомол обкомĕ комсомол путевкипе В.И.Чапаев дивизине службăна ăсатнă. Чи лайăх призывниксем çеç легендарлă дивизире хĕсметре тăма тивĕçнĕ. Çак дивизире службăра пулнă пирĕн чылай ентеш Демократиллĕ Афган Республикинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă. Вĕсем Афган республикине шалти тата тулашри тăшмансенчен хỹтĕленĕ.
Леня Кунина та Совет çарĕн салтакĕсемпе совет çар советникĕсен ушкăнне Афган хĕç-пăшаллă вăйĕсен йышĕнче службăра тăма суйласа илнĕ. Амăшĕ ывăлĕ Афганистанра пулнине, çавăн пекех афган çарĕнче çапăçнине пĕлме те пултарайман. Ывăлĕн кăкăрĕ çинчи "За отвагу", çĕршыва хỹтĕленĕшĕн панă юбилей медалĕсене курсан çеç амăшĕ вăл ăçта пулнине тавçăрса илнĕ.
Ывăлĕ хĕсметрен чаплă, çыпăçуллă тумпа таврăннă, магнитофон та илсе килнĕ. Вăл вăхăтра кун пекки сайра пулнă. Килте кăштах пурăннă хыççăн Леня Мускава кайма пуçтарăннă. Амăшĕ ывăлĕ мĕншĕн çула тухнине те пĕлмен. Каярах çеç вăл амăшне хăй йывăр аманнине, врачсем ăна операцисем туса çеç ура çине тăратнине, вăл Мускава мар, хăй службăра пулнă çар чаçĕнчи госпитале суранĕсене сиплеме кайса килнине каласа панă.
Госпитальтен таврăнсан Леня ĕçе вырнаçнă. Аманнипе инвалидлăх илме документсем хатĕрлесси пирки аса та илмен. Амăшĕ Аслă Отечественнăй вăрçăран арçынсем урасăр, алăсăр таврăнсан та ĕçленине аса илнĕ.
Вăхăт иртнĕ, Леня та çемьеллĕ пулнă. Шупашкар районĕнчи Мăн Карачурара çурт туяннă. Çемьере ăнăçлах пулман. Арçын арăмне юратнă, анчах мăшăрĕ ирĕк пурнăçа кăмăлланă.
2014 çулхи сентябрьте Леньăн мăшăрĕ Чулхула облаçне çĕрулми пухма бригада пуçтарса кайнă. Унтан вăл часах таврăннă. "Упăшку ăçта санăн?" - тенĕ ыйту çине вăл: "Кỹкеçри больницăра выртать", - тесе хуравланă. Амăшĕ ывăлĕ больницăра çуккине пĕлсен сисчĕвленнĕ. Анчах ывăлне тупайман. Арăмĕ Чулхула облаçĕнче Леньăна вăйлă хĕненине тунман. Анчах та виллине тупайман, тен, шыраман та. Çулталăк çурăран çеç ăпăр-тапăр купи айĕнче, пурăннă вырăнтан 5 çухрăмра, вилене тупнă.
Пысăк хуйхă чăваш хĕрарăмне çапса хуçайман. Вăл çурта пăхса тăрать, унтан унăн ывăлĕ 53 çулта юлашки çула тухнă...
"Мана халĕ нимĕн те кирлĕ мар, ывăла тавăрма çук. Ывăлăма Комсомольски масарĕнче çынла пытарасшăн. Ун çинче хĕрес те, памятник та çук, вилтăпри номерĕ çеç", - тет хурланса афган вăрçин геройĕн амăшĕ, 82 çулхи Александра Ивановна Кунина.
В.СЕНИН.
Источник: "Каçал Ен"