12 августа 2016 г.
Строительсен пултаруллă ĕçне пула пирĕн район çулсерен çĕнелсе улшăнать, капăрланать. Микрорайонсенче çĕнĕ çуртсем ỹсе-ỹсе лараççĕ, ача сачĕсемпе пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсем, спорт сооруженийĕсем, сывлăх сыхлавĕпе культура объекчĕсем çĕкленеççĕ, юсанаççĕ, çулсем тăвасси тата юсасси, картишсене тата вĕсем патне пымалли çулсене тирпей-илем кĕртесси йĕркеллĕн пулса пырать. Районта строительство отрасльне аталантарасси çине уйрăмах тимлĕн пăхатпăр. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн граждансене пулăшас енĕпе патшалăх программисем, пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсас тата граждансене ишĕлекен çуртсенчен куçарас енĕпе палăртнă тĕллевсем те пурнăçланаççĕ.
Кăçал, акă, Тăманлă Выçли ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайĕ. Элпуç ялĕнче 165 вырăнлă пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул сентябрĕн 1-мĕ-шĕнче хăйĕн алăкĕсене яри уçĕ. Унсăр пуçне асăннă шкул çумĕнче 40 вырăнлă ача сачĕ те пулĕ.
Патшалăх пулăшăвĕ чылай çемьене çурт-йĕр çавăрма май парать. Ятарлă программăсемпе килĕшỹллĕн хăшĕ-пĕрисем çĕнĕ хваттерсене куçрĕç те ĕнтĕ. Акă, тĕслĕхрен, "Çамрăк çемьесене хваттерпе тивĕçтересси" программа тăрăх, 2016 çулхи иртнĕ çур çул хушшинче çамрăк 10 çемье свидетельствăллă пулнă. Программăна пурнăçлама 6098,4 пин тенкĕ укçа тăкакланă. "Устойчивое развитие сельских территорий на 2014-2017 годы и на период до 2020 года" федераллă программăна пурнăçлас тĕллевпе яллă вырăнта пурăнакан çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсенчен 8-шĕ 6759 пин тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемшĕн çурта юсаса тирпейлесси - чи пысăк ыйтусенчен пĕри. Ăна пурнăçлама укçи-тенки сахал мар кирлĕ. Çакна шута илсе 2014 çултанпа хваттерсенче пурăнакансем ятарлă фонда укçа-тенкĕ хываççĕ. Шăпах пухăннă укçа-тенкĕпе тата патшалăх хывнипе çуртăн кивĕ конструкцийĕсене, электричествăн, газăн, ăшă тата сивĕ шывăн, çурт-йĕре хутса ăшăтмалли, таса мар шыва çуртран юхтарса кăлармалли тытăмăн инженери çулĕсене улăштарма е юсама, çурт тăррисене тата путвалсене, çурт никĕсĕпе стенисене (тул енчен) юсама, çав ĕçсемпе çыхăннă нумай ыйтăва татса пама усă кураççĕ. Асăннă программăна пурнăçа кĕртме Комсомольски районĕнче 2016 çулхи кĕске вăхăтлăх план палăртнă. Çак планпа килĕшỹллĕн çулталăкăн 3-мĕш кварталĕнче К.Антонов микрорайонĕнчи 6-мĕш, 4-мĕш кварталта К.Антонов микрорайонĕнчех 7-мĕш çуртсен çивиттийĕсене юсамалла. Хальлĕхе 6-мĕш çурт çивиттине витме пикеннĕ. Тỹлевпе çыхăннă ыйтусене çынсем пурăнмалли çурта тĕпрен юсамалли фондран 8(8352)23-69-06, 55-56-00, 55-56-01 телефонсемпе ыйтса пĕлме пултараççĕ. Укçа куçарассипе çыхăннă информацие фонд сайтĕнче www.remfond21.cap.ru пĕлме тата уçăмлатма пулать.
Район администрацийĕн капиталлă строительствăпа çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп ыйтăвĕсем хушшинче район территорийĕнчи çул-йĕр- сене юсасси тата тăвасси те тăрать. Кăçал, акă, 1,2 километр тăршшĕ çула хута яма палăртнă. Авустăн 1-мĕшĕ тĕлне вара Çĕнĕ Шăхран, Комсомоль- ски, Тукай Мишер ялĕсенчи 1,7 километрлă çĕнĕ çулсемпе усă кураççĕ те.
Строительсен кунĕ умĕн район территорийĕнче тăрăшакан строительство компанийĕсене палăртса хăварас килет. Элпуç ялĕнчи çĕнĕ шкула вăхăтра хута ярассишĕн Шупашкар хулинчи "Арка" ООО генераллă подрядчик тăрăшать. Районти ялсем хушшинчи çулсем яланах юсавлă пулнишĕн вара вырăнти "Стройсервис" ЗАО яваплă. "Комсомольская" МСО ЗАО К.Антонов микрорайонче 21 хваттерлĕ çурт хăпартассипе ĕçлет. Çитес вăхăтра "Энергосервис" ĕçченĕсем тăрăшнипе 5 хутлă 55 хваттерлĕ çурт çĕкленĕ. "Комсомольский" строительствăпа юсав участокне районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Вĕсем тĕрлĕ учрежденисен çурчĕсене тăваççĕ, пурăнмалли çуртсене юсанă çĕрте те РСУ ĕçченĕсене курма пулать. Кăçал вĕсем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн спортзалĕпе пищеблокне юсанă, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсене ăшă сан узелсем туса панă. Вутлан, Çĕнĕ Мăрат, Янкасси, Вăрманхĕрри Чурачăк, Комсомольски, Тĕвенеш, Аслă Çĕрпỹел ялĕсенчи çулсене "Батыревский" ООО ДПМК пăхса тăрать. Кайнлăкпа Урмаелти çулсемшĕн вара Канаш районĕнчи "Транспортник" ООО яваплă.
Районта строительство отрасльне аталантарассишĕн тăрăшакансене çывхарса килекен Строительсен кунĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп. Пархатарлă ĕçĕр сирĕн кăмăлăра çĕклетĕр, тулăхлăх кỹтĕр, палăртса хунисем пурнăçа кĕччĕр. Çирĕп сывлăх тата телей сунатăп!
А.КРАСНОВ,
район администрацийĕн капиталлă строительствăпа çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"