12 августа 2016 г.
Юлашки çулсенче шкул ачисем физкультурăпа ытларах интересленме пуçлани, ачасемпе çамрăксем хушшинче спорт вăйлă аталанни палăрма тытăнчĕ. Тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма кăмăл тăвакансем те йышлансах пыраççĕ. Хăш-пĕр çамрăксем çине пăхатăн та, вĕсем вăйĕпе, çивĕчлĕхĕпе чылай аслисенчен те ирттернине асăрхатăн. Акă, сăмахран, Асанкасси ялĕнче пурăнакан Снежана Школьникова районта тата республикăра иртекен ăмăртусенче час-часах хăйĕн вăйĕпе тата тĕрлĕ енлĕхĕпе тĕлĕнтерет.
Снежана кăçал Асанкасси вăтам шкулĕн 11-мĕш класне куçать. Пур енĕпе те ĕлкĕрсе пырать вăл, вĕренỹре те, спортра та малтисен ретĕнче. 5-мĕш класра ăс пухнă чухне чунĕ спорт еннелле туртăннине ăнланса ирĕклĕ кĕрешĕвĕн секцине çỹреме пикеннĕ. Тепĕр çулталăкранах вара дзюдо тĕсĕнче хĕрпĕрчи Чăваш Республикин чемпионки пулса тăнă. 9-мĕш класа вăл Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕн училищинче вĕреннĕ. "Çирĕп те пиçĕ кĕлетке арçын ачасене çеç мар, хĕр-ачасене те чи кирли тесе шутлатăп. Çакă вара алă усса ларнипех пулмасть. Кĕлеткене аталантарас, сывлăха çирĕплетес тесен мĕн ачаран спортпа туслашмалла, кунсерен тĕрлĕ хусканусем тумалла. Спорт мана вăй-хал кỹрет. Эпĕ шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн та спорта пăрахма шутламастăп. Спорт комплексĕ малашне кĕрлесе тăрасса, район спортсменĕсем çĕнĕрен çĕнĕ çỹллĕшсене парăнтарасса шанатăп", - пĕлтерет Снежана.
Йывăрлăхсене парăнмасăр малалла талпăнма пĕлнипех пулĕ ĕнтĕ Геннадий Петухов тренер патне çỹрекен хĕр час-часах çĕнĕ çитĕнỹсем тăвать. Снежанăн медалĕсене шутлас тесен вĕçне-хĕрне тухма çук пулĕ. Маттур спортсменка - самбопа Чăваш Республикин ылтăн медалистки. Пĕрре мар 1000, 1500 метрлă дистанцисене парăнтарса вăл республикăри спортсменсем хушшинче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Çăмăл атлетикăпа самбо, дзюдо тĕсĕсемсĕр пуçне, Снежана ирĕклĕ кĕрешĕве те малти вырăна хурать. Вăл Шупашкарта иртекен ăмăртусенчен пĕрре мар медальсемпе тата кубоксемпе таврăннă. А.Г.Николаев космонавт çуралнăранпа 85 çул çитнĕ ятпа Шупашкар хулинче ирттернĕ çăмăл атлетика ăмăртăвĕнче те вăл çывăх çыннисене бронза медальпе савăнтарнă. Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Нагаткино ялĕнче Георгипе Петр Майрабеев пĕртăвансен парнисемшĕн ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн тупăшса Снежана 3-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне мал ĕмĕтлĕ хĕр теорипе те маттур, кăçал вăл акă физкультура предмечĕпе иртнĕ шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин муниципаллă тапхăрĕнче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.
Районти ăмăртусем пирки калас пулсан вара Снежана миçемĕш çул ĕнтĕ 800 метрлă дистанцире пĕрремĕш вырăна никама та памасть. Ытти спорт тĕсĕсенче те вăл яланах малтисен йышĕнче. Тунă çитĕнỹсемпе чарăнса тăрасшăн мар спортсменка, час-часах "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне çул тытать, Геннадий Петухов ирттерекен тренировкăсенче те пулать.
Спорта чунтан парăннă çамрăк каникул вăхăтĕнче те тĕрлĕ хусканусем туса кĕлеткине çи-рĕплетет. Шкул пĕтернĕ хыççăн вара Снежана Школьникова Шалти ĕçсен министерствин университетне вĕренме кĕме ĕмĕтленет.
Мал ĕмĕтлĕ хĕр хăйĕн ĕмĕчĕсене парăнтарассинче пĕр иккĕленỹ те çук. Снежанăна пурнăç çулĕ çинче телейпе ăнăçу çеç сунас килет. Ун евĕр спортсменсем пурри районти спорта аталантарма пулăшасса шанас килет.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"