АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афган - пирĕн астăвăм, чĕре суранĕ…

09 августа 2016 г.

 Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухни нумай вăхăт иртнĕ пулин те, çав вăхăт халăх асĕнчен тухмасть. Афганистанри интернационалла пулăшу вăрçине пирĕн республикăран 4700 çын ытла хутшăннă. Çав шутран Комсомольски районĕнчен - 256 çын.

А.Г.Агафонов Элпуç ял тăрăхĕнчи ялсен - çынсен историйĕ çинчен икĕ кĕнеке çырнă вăхăтра та афганецсем пирки тĕпчев ĕçĕсене активлăн туса пынă. Унăн тĕллевĕ - афганецсем çинчен кĕнеке çырса район историне хăварасси. Тĕпчев-шырав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Пулас кĕнекен компьютерпа пухса хатĕрленĕ варианчĕ хатĕр ĕнтĕ.

Çак кĕнеке пирĕн районтан Афган вăрçине хутшăннă кашни салтакпа офицер çинчен каласа парать. Вĕсене ял тăрăхĕсем тăрăх ушкăнласа биографийĕсене, сăн ỹкерчĕкĕсене пухнă, вăрçăри паттăрлăхпа хăюлăхĕ, çемйисем çинчен май килнĕ таран тĕплĕн каласа панă.

Кĕнекере çар чаçĕсем тата афган вăрçипе çыхăннă çар пуçлăхсем çинчен те кĕскен çырса кăтартнă.

Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн афганецсен паттăрлăхĕ, мирлĕ пурнăçри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен район хаçачĕ тăтăшах çырса тăнă. Çав статьясем, очерксем пурте асăннă кĕнекене кĕрсе унăн пĕлтерĕшне чылай вăйлатаççĕ.

Интернационалла пулăшу вăрçине хутшăннă пирĕн çамрăксем командованин приказĕсене чыслăн пурнăçланă. Вăрçă çухатусăр пулмасть. Пирĕн 5 ентеш вăрçă хирĕнче пуç хунă, нумайăшĕ аманса-чирлесе таврăннă. Таврăннисенчен хăшĕ-пĕри пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ.

Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн нумай ентеш патшалăх наградисене тивĕçнĕ. 13 воин "Хĕрлĕ Çăлтăр" ордена тивĕçнĕ, вĕсенчен виççĕшне вилнĕ хыççăн панă.

"Паттăрлăх" медале 19 салтака панă. "Çапăçура палăрнăшăн" медальпе 23 çын, Тăван çĕршывăн чиккине хỹтĕленĕшĕн 8 воин, çар службине пурнăçлас тивĕçре палăрнăшăн 7 воина медальсем панă. Александр Семенович Антонов вара "Звезда" ордена тивĕçнĕ.

Р.МОИСЕЕВ,

обществăлла корреспондент, Журналистсен союзĕн членĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика