АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман ỹстĕр кашласа

09 августа 2016 г.

Вăрман - çĕр чăмăрĕн ỹпки, тетпĕр. Вăл пирĕн планетăн самай пысăк лаптăкне йышăнать. Этем çутçантăлăкăн çак пуянлăхĕпе хăйĕн пурнăçĕнче куллен усă курать. Анчах каснин вырăнне çĕнĕрен лартмасан пирĕн вăрмансем çаралсах юлнă пулĕччĕç. Çавăнпах вăрмана упрама, çĕнетме пирĕн çĕршывра лесничествăсене шаннă. Халь ĕнтĕ чылай çĕрте унччен участокри лесничествăсем туса пынă тивĕçсене вăрман арендаторĕсем çине хунă.

Акă, Чăваш Республикин Çутçанталăк министерствин "Йĕпреç лесничестви" хысна учрежденийĕн Ирçе-Çармăс участок лесничествине З.Н.Истратий уйрăм предпринимателе 2008 çулта арендăна панă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ пĕчĕкех мар, 6048 гектар. Патшалăхăн организаципе техника планĕпе килĕшỹллĕн, ăна пăхса тăмалла, касмаллине касмалла, çĕнетмелли те пайтах. Йĕпреç лесничестви пулăшнипе Зоя Николаевна çак ĕçсене вăхăтра йĕркелесе пырать, тĕпрен илсен, мĕн палăртнине вырăнти халăхпа тачă ĕçлесе пурнăçа кĕртет.

Хĕлĕн-çăвĕн ĕç нумай вăрман ĕçченĕсен, пĕрин хыççăн тепри черетленсе çеç пыраççĕ. Хĕлле, паллах, сĕткенĕсем çỹреме пăрахсан, ỹссе çитнĕ йывăçсене касса турттараççĕ. Çуркунне йывăç-тĕм лартса хăвараççĕ, пĕлтĕр лартнисем типсе хăрнă вырăнсене çĕнетеççĕ. Кăçал апрель-май уйăхĕсенче пурĕ 30 гектар çинче 89200 тĕп йывăç калчи лартса хăварнă. Çав шутран 10 гектарĕ - çĕнĕ посадкăсем, çирĕмĕшĕ - хушса лартнисем. Хыр, çăка, чăрăш, лиственница калчисем халь вăй илсе тỹпенелле кармашма пикеннĕ те ĕнтĕ. Çапах та çамрăк ỹсен-тăрансем ача пекех ачаш, çавăнпа вĕсене этем пулăшăвĕ кирлĕ. Акă, хальхи вăхăтра участок лесничествинче кăçал лартнă посадкăсене çумкурăкран тасатаççĕ. Çак ĕçе йĕркелесе ертсе пыраканĕ - вăрман хуçалăхĕн мастерĕ Геннадий Юркин. Кунта, тĕпрен илсен, аслă классенче вĕренекенсем тăрăшаççĕ. Вĕсен наставникĕсем вара - Зинаида Чекушкина, Наталья Волкова тата Юрий Шорников.

Вăрман арендаторĕ Зоя Истратий вăрманта ĕçлекенсемпе питĕ кăмăллă, вĕсене вăл тав сăмахĕсем калать.

Пĕр çемьерен темиçен тухакансем те пур. Акă, Наталья Волкован виçĕ ачи вăрман ĕçĕсене хутшăнать. Асли, Володя, Патăрьелĕнчи техникумра вĕренсе механизатор удостоверенине илнĕ те, çавăнтанпах вăрман арендаторĕ патĕнче вăй хурать. Альбинăпа Андрей та ỹркенсе тăмаççĕ, çулсеренех посадка лартма, вĕсене çумкурăкран тасатма хутшăнаççĕ. Андрейпа Николай Кондратьевсем пирки те аслисем ыррине çеç калаççĕ, каччăсем питĕ пуçаруллине палăртаççĕ. Виталий Кузьмин, Яков Макаров, Эрнест Карзаков, Оля Евдокимова тата Катя Басникова та ĕçре питĕ маттур та вăр-вар. Ку çамрăксем чăннипех ĕçчен, пултаруллă çитĕнеççĕ. Çуллахи каникул вăхăтне ахаль сая ямаççĕ вĕсем, ĕçлесе çемье бюджетне мĕн чухлĕ те пулин пуянлатма тăрăшаççĕ. Ара, умра - çĕнĕ вĕренỹ çулĕ, шкула е ытти вĕренỹ заведенийĕсене кайма тем те кирлĕ-çке. Вăрман арендаторĕ паракан шалу çумне вĕсене районти ĕçпе тивĕçтерекен центртан та хушса тỹлеççĕ, ара, икĕ организаци чылайранпа килĕштерсе ĕçлет-çке. -

Вăрманта ĕçлесе илнĕ укçа-тенке шкула кайма япаласем туянма, телефон çине хума усă курăпăр, - теççĕ ачасем, хăйсем те кĕмĕл ĕçлесе илме пуçланишĕн чунтан савăнса.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика