09 августа 2016 г.
2016 çулхи иртнĕ 7 уйăхра район территорийĕнче 15 çул-йĕр инкекне регистрациленĕ. Шел пулин те, асăннă аварисенче 3 çын пурнăçĕ татăлнă, 28-ăн аманнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал виçĕ авари вилнисен шучĕ 2 çын сахалтарах, аманнисен шучĕ вара 7 çын нумайрах.
Çавăнпа пĕрлех 7 уйăхра ỹсĕр водительсене пула 4 çул-йĕр инкекĕ пулнă. Айăплă водительсем хăйсен яваплăхне туйманнипе 1 çын вилнĕ, 5-ĕн аманнă.
Çул çинчи тимлĕхе ỹстерес, водительсемпе çуран çỹрекенсене асăрхаттарас тĕлĕшпе районта тăтăшах тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Акă, августăн 12-14-мĕшĕсенче "Нетрезвый водитель", августăн 19-мĕшĕнче - "Переоборудование", августăн 26-мĕшĕнче - "Пешеход. Пешеходный переход" операцисем иртĕç. ГИБДД сотрудникĕсем йĕркене пăсакансене явап тыттарĕç.
"Ỹсĕр водитель" профилактика мероприятийĕ час-часах йĕркелесси те йăлана кĕнĕ. Иртнĕ 7 уйăхра эрех ĕçнĕ тата медицина освидетельствованийĕ витĕр тухасшăн пулман 43 çынна тытса чарнă. Сăмахран, августăн 4-мĕшĕнче ирттернĕ рейд вăхăтĕнче ỹсĕр пĕр водителе тытса чарнă, ăна хирĕç административлă протокол çырнă, уçнă материала пăхса тухма Елчĕкри 1 №лĕ суд участокĕн миравай судне янă. Çав кунах районти ГИБДД начальникĕпе Николай Райковпа "Халăх дружини" обществăлла организаци командирĕ Мария Илларионова çул çине тухса водительсене тĕрĕслерĕç, вĕсемпе профилактика калаçăвĕсем ирттерчĕç, ỹсĕрле руль умне ларни мĕн патне илсе çитерме пултарнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç.
- Саккун чăннипех те çирĕп ыйтать пулсассăн та, йĕркене пăсакансен йышĕ чакмасть. Массăллă информаци хатĕрĕсенче, интернетра штраф виçисем ỹсни, водитель удостоверенийĕсĕр юлни тата тăтăшах авари пулни пирки çырни те, асăрхаттарни те черкке пушатнă водительсене çула тухма чармасть. Çул çинче ỹсĕр çын айĕпĕпе ыттисем те инкек курма пултараççĕ. Чи хăрушши вара - аварисенче çамрăксен пурнăçĕ татăлни. Çавăнпа та çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнасчĕ. Эрех ĕçрĕр пулсассăн руль умне ан ларăр, - пĕтĕмлетрĕ районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Райков.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"