АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслисемпе çамрăксем - алла-аллăн

09 августа 2016 г.

"Дружба" ял хуçалăх кооперативĕ - районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Çакă унта пултаруллă механизаторсем тăрăшнинчен те нумай килет, паллах. Василий Долгов асăннă хуçалăхра 30 çул хушши чунне парса ĕçлет, сухалать-акать. Мĕнле кăна техникăпа тăрăшман-ши тата Василий Иванович? ACROS 530 комбайнпа вара 6-мĕш çул тыр-пул пуссине тухать. Унсăр пуçне çурхи ака-суха ĕçĕсене те хастар хутшăнать вăл, çĕртмерен те кая юлмасть. Хĕлле Т-155 тракторпа çулсене юртан тасатать.

- Ĕç маншăн - чун киленĕçĕ. Ака-суха вĕçленсен лаптăксене пăхса çаврăнатăп, хам ĕçе хаклатăп: акăнмасăр юлман-и, йăрансем тỹрех-и? Ешĕл калча шăтса тухнине курсан чун çĕкленсе каять. Тавралăх чĕрĕлнишĕн, çĕнĕ пурнăç вăй илнишĕн мĕнле хĕпĕртемĕн-ха? Шăплăхра тăри юррине итлесе киленетĕп. Халĕ вырмара кăна пулин те, калча шăтса тухнă вăхăтра уй-хирех чун туртать, - тет Василий Иванович.

Чăнахах та пултаруллă механизатор - килте те юратакан-хисеплекен мăшăр. Ольга Викентьевнăпа вĕсем 2 ывăлпа 3 хĕре çут тĕнче парнеленĕ. Женя Шупашкар хулинче тĕпленнĕ, кăçал çемьеленме ĕмĕтленет. Таня çемйипе Элпуç ялĕнче пурăнать, Элиса та çемйипе тĕп хуламăрта йăва çавăрнă. Кĕçĕн хĕрĕ Арина   8-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ. Вăтам ывăлĕ, 17 çулхи Саша вара, 3-мĕш çул ашшĕ çумĕнчен хăпмасть, комбайнер пулăшуçинче тăрăшать, ашшĕ мĕн каланине ăша хывать, унран вĕренет, опычĕпе паллаштарма ыйтать.

Саша Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕнче крановщик профессине алла илессишĕн тăрăшать. Нумай та вăхăт иртмĕ, дипломлă специалист та пулса тăрĕ акă. Ашшĕ те вăтам ывăлĕпе мăнаçланать, тăрăшулăхĕшĕн хĕпĕртет, ăна пулăшма хăех кăмăл туни пушшех савăнтарнине пĕлтерет. Саша, çамрăкскер, ĕçленĕ хушăра интереслĕрех пултăр тесе магнитола лартса хунă. Ашшĕпе вĕсем çу каçа ăçта кăна çитмеççĕ-ши тата...

Н.Архипова.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика