05 августа 2016 г.
Сальмонеллез - пыршăлăха инфекци лекнипе ерекен чир, çак амак пăсăлнă апатпа наркăмăшланнă хыççăнхи пек палăрать: кăмăл пăтранать, хăсас килет, вар-хырăм ыратать, варвитти ерет тата кĕлетке температури ỹсет. Сальмонеллеза пуçаракан инфекци питĕ чăтăмлă, вăл тăпрара, шывра, апат-çимĕçре нумай хушă упранма пултарать. Сăмахран, тăпрара, тислĕк купинче вĕсем 4-5 уйăх чиперех пурăнаççĕ, шывра вара - 1 уйăха яхăн. Инфекци апат-çимĕçре уйрăмах нумай хушă упранать: вĕретмен сĕтре 20 куна яхăн, услам çура 4 уйăха, тăварланă ашра 2-3 уйăха яхăн. Çакнашкал апат-çимĕçре сальмонелсем упранаççĕ кăна мар, питĕ хăвăрт ĕрчеме пултараççĕ.
Инфекци çăлкуçĕсем çаксем: килти выльăх-чĕрлĕх, çынсем тата кайăк-кĕшĕк. Ытларах вара выльăхсем тата кайăк-кĕшĕк "айăплă". Килти выльăх-чĕрлĕх инфекцие хăйсен каяшĕсемпе сарать.
Каларăмăр ĕнтĕ, чир ытларах чухне апат-çимĕç урлă сарăлать. Çуллахи вăхăтра чи малтан çак апат-çимĕçпе асăрхануллă пулмалла: çăмартапа тата унран хатĕрленĕ апат-çимĕçпе, чăх ашĕпе, фаршпа, çавăн пекех чĕрĕ çăмартапа пĕçернĕ кукăльпе, тортпа е икерчĕпе. Килти выльăх какайне пуснă чухне, çавăн пекех вакланă тата упранă чухне инфекци ерме пултарать, нумай чухне таса мар алăсене пула.
Сыхă пулнине вара, паллах, нимĕн те çитмест. Сальмонеллезран асăрханас тесен апат-çимĕçе лайăх пĕçермелле, вĕретмелле тата ăшаламалла! Туяннă пахча çимĕçе лайăх çуса тасатмалла, сĕте пастеризациленине çеç туянмалла. Апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне чи малтан çак сĕнỹсене шута илни вырăнлă:
- апат-çимĕç туяннă чухне ăна хăçан туса кăларнине тимлĕ пăхмалла;
- кашни апат-çимĕçе уйрăм хутаçа хумалла;
- какая 45-60 минутран кая мар пĕçермелле;
- фаршран хатĕрлекеннисене уйрăмах лайăх ăшаламалла;
- маларах пĕçернĕ апата çиес умĕн тĕплĕн ăшăтмалла;
- алăсене час-часах çуса тăмалла;
- кухньăна тасалăхра тытмалла;
- таса шывпа çеç усă курмалла, ĕçес умĕн вĕретсе илни те вырăнлă пулĕ.
Чирĕн пĕрремĕш паллисене - вар-хырăм ыратса кайни, варвитти, хăстарни, кĕлетке температури ỹсни - асăрхасан хăвăр тĕллĕн сипленме ан хăтланăр, çийĕнчех тухтăр патне кайăр.
И.СМИРНОВА.
Источник: "Каçал Ен"