05 августа 2016 г.
Эх, хамăрăн пурнăçа тĕрĕс йĕркелеме пĕлменни мĕнле инкек патне кăна илсе çитермест пуль? Çавăнпах хирĕçеççĕ, çапăçаççĕ, тем пайлама тăрăшаççĕ.
Акă, районти пĕр ял арçынни те июлĕн 25-мĕшĕнче чутах пысăк хурлăх туса хуман. Çакскер яла хăнана килнĕ лайăх палламан арçынпа хирĕçсе кайнă, ăна мăйĕнчен çĕçĕпе чикнĕ. Ку сахал пек туйăннă-ши - пуçĕнчен чулпа çапнă. Çĕçĕпе тепре чикме тăнă та - пĕрле пурăнакан хĕрарăмĕ унран çĕççе туртса илме хăтланнă, аллине кастарнă. Урса кайнăскере ял çыннисем аранах чарса ĕлкĕрсе айккинелле илсе кайнă. "Васкавлă пулăшу" хăвăрт çитсе пĕрремĕш пулăшу панипе çеç арçын пурнăçне çăлса хăварнă.
Çынна вĕлерме тăнă арçынна тытса чарнă, асăннă фактпа уголовлă ĕç пуçарнă.
А.ИВАНОВ,
РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн Патăрьелти районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертỹçи.
Источник: "Каçал Ен"