АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр магазин çĕнелчĕ

05 августа 2016 г.

Халь ялсенче темиçе магазин пуррипе никама та тĕлĕнтереймĕн. Пĕр-пĕринпе тупăшса тенĕ пек суту-илỹ точкисем уçаççĕ, туянакансене хăйсем патне тем тĕрлĕ акцисемпе те илĕртме тăрăшаççĕ. Ку - район центрĕсемпе пысăк ялсенче. Анчах çын сахал пурăнакан пĕчĕк ялсене уйрăм предпринимательсем те, суту-илỹ организацийĕсем те пуçне чикесшĕнех мар. Тупăшлă мар, теççĕ.

"Чăвашпотребсоюз" тытăмне кĕрекен райпосем вара инçетри тата пĕчĕк ялсене те хăйсен тимлĕхĕсĕр хăвармаççĕ. Çакна августăн 2-мĕшĕнче пулса иртнĕ ĕç-пуç та тепĕр хут çирĕплетет. Çав кун Кĕтне Пасар ялĕнчи куллен кирлĕ таварсен юсаса çĕнетнĕ лавкки уçăлчĕ. Ял çыннисем, магазинта ĕçлекенсем хăйсен савăнăçне пытармарĕç, Комсомольски райпо ертỹлĕхне чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕç. Магазин заведующийĕ Татьяна Копташкина кун пек лайăх условисенче ĕçлеме хавхалану çуралнине пĕлтерчĕ. Сутуçăпа тавар туянакансене райпо совечĕн тата правленийĕн председателĕсем Евгений Карпеевпа Людмила Сорокина, "Чăвашпотребсоюзăн" правлени ертỹçин çумĕ Андрей Данилов, Хырхĕрри ял поселенийĕн пуçлăхĕпе "Восток" ЯХПК ертỹçи Анатолий Воробьевпа Валерий Михеев ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕç. Сăмах май каласан, Кĕтне Пасар ялĕнчи 48 çуртра 156 çын пурăнать, магазин вара урăх çук.

Магазин çуртне çĕнĕ сăн кĕртнĕ çĕрте Ахметовсен бригади тăрăшнă. Вĕсем кĕске хушăра, икĕ уйăхра, шыв кĕртнĕ, санузел тунă, тултан тата шалтан илемлетнĕ. Юсав пынă хушăра та магазин сутă тума чарăнман, ял çыннисене таварпа куллен тивĕçтерсе тăнă. Малашне те кунта таварçаврăнăшĕ пысăк пуласса райпо совечĕ иккĕленмест. Çĕршывра кризис хуçаланнă вăхăтра çак ĕçе тума пултарни - чăннипех пысăк çитĕнỹ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика