АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тинĕс-çар флочĕн кунне уявларĕç

02 августа 2016 г.

Иртнĕ вырсарникун, июлĕн 31-мĕшĕнче, çĕршывĕпех Тинĕс-çар флочĕн кунне уявларĕç. Флот çывăхĕнчи хуласенче ку уява уйрăмах анлăн палăртаççĕ. Океансемпе тинĕссем пиртен пиншер çухрăмра пулин те, Комсомольскисем те ку куна çулсеренех уявлаççĕ. Ара, пирĕн тăрăхра çуралса ỹснĕ 400-е яхăн ар моряк пулнă-çке. Хăйсен çамрăклăхне аса илсе вĕсем тĕлпулу йĕркелерĕç. Чылайăшĕ кунта çемйипех килнĕ, ашшĕне е аслашшĕ-кукашшĕне хисеплесе тельняшка тăхăннă ачасемпе мăнукĕсемпе курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ.

Район центрĕнче лартнă моряксен палăкĕ умне утмăла яхăн çын пуçтарăнчĕ. Вĕсене "Тинĕсре пулнисен Комсомольски районĕнчи тăванлăхĕ" общество организацийĕн ертỹçи Евгений Орешкин, районти ветерансен совечĕн председателĕ Юрий Тимофеев, ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Герольд Серебров саламларĕç. Тинĕс-çар флотне туса хунăранпа 320 çул тултарнă ятпа чылай ветерана кăкăр çине çакмалли паллă парса чысларĕç. Районти культура çурчĕн директорĕ Мария Илларионова пухăннисене кăмăла çĕклекен илемлĕ юрăсем парнелерĕ.

Уявăн иккĕмĕш пайне ĕнерхи моряксем спорта халалланă, Комсомольски вăрманĕ хĕрринче тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшнă. Вĕсем кам хăш флотра службăра тăнине кура ушкăнсене пайланнă. Кире пуканĕ йăтассипе Лăпкă океанра ишнисене çитекенсем пулман. Çурçĕр океан флотĕнче тăнисем вара волейбол вăййинче çĕнтерỹçĕсем пулнă. Автомат сỹтсе пуçтарассипе Хура тинĕс, канат туртассипе Балтика флочĕн морякĕсем палăрнă. Чăннипех те маттур пирĕн ентешсем, запасри моряксем.

"Çартан килни чылайшар çул иртнĕ пулин те, çаврăнăçулăхне, çивĕчлĕхне çухатмаççĕ. Вĕсен ывăлĕсемпе мăнукĕсен камран тĕслĕх илмелли пурах", - терĕ пĕтĕмлетсе "Тинĕс тăванлăхĕ" организацин хастар членĕ, вăйăсен йĕркелỹçи Сергей Алексеев.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика