02 августа 2016 г.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма кандидатсенчен заявлени йышăнасси июлĕн 29-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче агитаци ĕçĕсем тума кандидатсем пурте харпăр хăй суйлав фондне уçнă. Вĕсем ТИКа тăратнă пирвайхи финанс докуменчĕсемпе килĕшỹллĕн, А.М.Васильевăн, Н.А.Каширинăн, Ю.А.Поповăн, В.Н.Тепловăн, Е.Н.Судякован счечĕсем çине июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне укçа пырса кĕмен. А.В.Тихонов вара 2750 тенкĕ расхутлама ĕлкĕрнĕ: 500 тенкине - алă пуснă хутсене пуçтарма, 2250 тенкине - нотариус пулăшăвĕсемшĕн. Н.А.Михеевпа В.Д.Солдатов кандидатсем Комсомольски территориллĕ суйлав комиссине отчетсем паман. Вĕсен счечĕсем çине 1036 тата 1000 тенкĕ пырса кĕни паллă, çак суммăсене алă пустарнă çĕре янă.
Патăрьел пĕр мандатлă 2-мĕш суйлав округне кĕрекен Элпуç, Тукай, Шурут ял поселенийĕсенче пурăнакансене пĕлме:
С.Ю.Александров, Р.Ю.Фролов кандидатсен суйлав фондне августăн 1-мĕшĕ тĕлне укçа-тенкĕ пырса кĕмен. Ф.В.Петров кандидат вара 500 тенкĕне алă пустарнă çĕре янине пĕлтернĕ.
Н.РОЗОВА.
Источник: "Каçал Ен"