02 августа 2016 г.
Июлĕн 28-мĕшĕнче "Централизациленĕ клуб тытăмĕ" культура бюджет учрежденийĕн ĕçченĕсем агитбригада концерчĕсемпе çула тухрĕç. "Победа" ял хуçалăх производство кооперативĕн йĕтемĕ çинче ĕçлекенсем Мария Илларионова, Альбинăпа Виктор Кокшинсем, Лариса Носова, Валентина Тимофеева, Владимир Павлов шăрантарнă юрăсене тăвăллăн алă çупса йышăннă. Программăра чăваш, вырăс юррисем, шỹтсем пулнă. Хуçалăх председателĕ П.А.Козлов ĕçченсен кăмăл-туйăмне çĕкленĕшĕн артистсене тав сăмахĕ каланă.
Александровка тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем те вырма вăхăтĕнче тунсăхласа лармаççĕ. Канмалли кунсенче вĕсем "Искра" колхозри, "Родина" тата Хайртдинов фермер хуçалăхĕсенчи çĕр ĕçченĕсене хаваслă концерт программи парнеленĕ. Е.Александрова, М.Шамбина, В.Потапова, В.Тарасова тата Галинăпа Валерий Ванюркинсем "Тăван патĕнче хăнара", "Не ломай черемуху", "Пурнăçа пĕлесчĕ пурăнма", "Мой дом Россия" тата ытти юрăсемпе савăнтарнă. В.Потапова библиотекарь Юхма Мишши пултарулăхĕпе паллаштарнă, "Аннене" сăвва вуланă. Г.Ванюркинăпа В.Тарасова "Анне, эпĕ качча каятăп", Е.Александровăпа В.Ванюркин вара "Сана ăнать" сценкăсем кăтартнă.
Культура ĕçченĕсем ытти ял хуçалăх предприятийĕсене те концертпа çитме палăртаççĕ. Ара, юрă ĕçлеме те, пурăнма та пулăшать тетпĕр-çке. Çапла пултăр та!
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"