АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне палăкĕ çĕнтернĕ

02 августа 2016 г.

 Шупашкар хули 200 тата 2000 тенкĕлĕх хут укçасем валли символ тупас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр ăнăçлă тухнă 25 хула шутне кĕнĕ. Конкурс ирттересси çинчен Раççей банкĕ июнĕн 28-мĕшĕнче Твоя-Россия.рф сайтра пĕлтернĕ.

Чăваш Ен çыннисем тата тĕп хулара пурăнакансем Шупашкарăн тĕп паллишĕн - Анне палăкĕшĕн - йышлăн сасăланă. Шăпах вăл пĕрремĕш тапхăра парăнтармалли виçе - 5 пин сасă - урлă каçнă. Çавăн пекех А.Г.Николаев, В.И.Чапаев палăкĕсемшĕн, Остап Бендер скульптуришĕн сасăлакансем те пур.

Сасăлавăн пĕрремĕш тапхăрĕ утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Иккĕ-мĕш çурла уйăхĕн 5-30-мĕшĕсенче иртет. Çав вăхăтра Халăх шухăшĕн фончĕ Раççейре ыйтăм йĕркелет. Унăн кăтартăвĕсемпе вунă хулана тата вĕсен 20 символне палăртаççĕ. Кампанин юлашки, виççĕмĕш, тапхăрне сентябрьте ирттерме палăртнă. Ун чухне мала тухнă вунă хуларан икĕ çĕнтерỹçĕ тата вĕсен тăватă символне суйласа илĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика