АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урпа анинче ĕç вĕрет

02 августа 2016 г.

"Çĕрулмине мухтав" агрофирма "иккĕмĕш çăкăрпа" çеç мар, ытти культурăсемпе те тимлесех тата ăнăçлă ĕçлет. Акă, кунта кăçал 1006 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем акса çитĕнтернĕ. Çав шутран 266 гектарĕ - кĕрхи, 740-шĕ - çурхи пĕрчĕллĕ тĕштырă культурисем. Агрофирма ĕçченĕсем техникăна вырмана тĕплĕн хатĕрленĕ, çавăнпа ĕççи те кăлтăксемсĕр, кал-кал пырать. Паянхи кун тĕлне пĕтĕмĕшле лаптăкăн çуррине яхăн çапса тĕшĕленĕ тесен те юрать.

Тунтикун агрофирмăн "уй-хир карапĕсем" Эткер çывăхĕнчи ана çинче ĕçлетчĕç. "Эльф" сортлă пĕрремĕш репродукциллĕ 150 гектар урпа аван çитĕннĕ. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне çак шутран 103 гектарне çапса илме те ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Вăтам тухăç 26 центнерпа танлашать. Кунта Георгий Парамоновпа Данис Гайзатуллин комбайнерсен экипажĕсем тăрăшаççĕ. Виктор Владимиров водитель, Геннадий Егоровпа Рашит Пардаев механизаторсем вара бункертан пушатнă тырра йĕтем çине турттарса тăраççĕ, рейс хыççăн рейс тăваççĕ.

Эпир çитнĕ чухне кăнтăрла çывхаратчĕ, çĕр ĕçченĕсем валли апат илсе килекен автобуспа Николай Скобелев çитсе чарăнчĕ. Таврара часах техĕмлĕ шăршă сарăлчĕ. Апат çиме чарăннă ĕçченсемпе каннă хушăра сăмах сыпăнсах пычĕ. Чылайăшĕ "Çĕрулмине мухтав" хуçалăхра нумайшар çул ĕçлет иккен. Георгий Парамоновпа Геннадий Егоров вара кỹршĕллĕ Елчĕк районĕнчен çỹреççĕ-мĕн. Коллектив тусли, шалу виçи тивĕçтерет вĕсене, ĕç те килĕшет. Çемьене, ачасене хăварса Мускавра е инçетри ытти хуласенче темиçешер уйăх çухалса çỹрени мар-çке.

- Вырмана кĕске хушăра, хăвăртрах пĕтерес тесе вăй хуратпăр. Çĕрулми кăларма та вăхăт çитсе пырать-çке. Кĕрхи йĕпе-сапа пуçланиччен ĕçсене тирпейлес пулать, - терĕç маттур ĕçченсем пирĕнпе сывпуллашнă май.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика