29 июля 2016 г.
Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Николай Иванович Браницына ялта çеç мар, районта та аван пĕлеççĕ. 1958 çулта çут тĕнчене килнĕскер, хăйĕн пурнăçне вăл ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Хурçă утпа малтан "Комсомольский" совхозăн, каярах "Красный маяк" ял хуçалăх производство кооперативĕн хирĕсенче ака-суха ĕçĕсем пурнăçланă. Хальхи вăхăтра та вăл хăйĕн тракторĕпе ял çыннисен пахчисене сухаласа парать.
Комсомольски вăтам шкулĕнчен 1976 çулта вĕренсе тухса алла аттестат илнĕ каччăна тепĕр çулах çара илеççĕ. Çар тивĕçне пурнăçлама Русский утрав çине лекет. Владивостокра радиотехниксен ултă уйăхлăх шкулĕнчен вĕренсе тухса штурман-радиометристсен отделени командирĕ, тĕп старшина званипе "Александр Суворов" крейсер çинче 2,5 çул службăра пулать. Крейсер экипажĕ 900-1000 çынран тăнă. Вĕсем час-часах çар вĕренĕвĕсенче пулнă. Филиппин, Хĕвелтухăç Китай, Кăнтăр Китай, Сарă, Охотски тинĕсĕсенче походсене çỹренĕ. 1979 çулхи октябрьте пысăк тайфуна лекнĕ. Тайфун вăхăтĕнче хумсем пысăк пулса карапа силленĕ, волнорезсене татса-çĕмĕрсе пĕтернĕ. Çав вăхăтра тинĕсе тухма та юраман.
Служба вăхăтĕнче Николай Браницын Петропавловск-Камчатски портра пулнă. Çар заданийĕсене пурнăçласа Кăнтăр Китай тинĕсĕнче ишнĕ, Вьетнамри Кам-Рань порта икĕ хутчен кĕрсе тухнă.
Çар тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн командовани Николая "Тинĕс-çар флочĕн отличникĕ" паллăпа, икĕ хутчен грамотăпа чысланă. Аякри походсенче пулнăшăн жетон та пур Николай Ивановичăн.
Тинĕс-çар флочĕн кунĕ ячĕпе эпир Николай Ивановича ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, ĕçре çитĕнỹ, çирĕп сывлăх сунатпăр.
"Тинĕс тăванлăхĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕ.
Источник: "Каçал Ен"