АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсем вĕренỹ çулне хатĕрленеççĕ

29 июля 2016 г.

Сентябрĕн 1-мĕшĕччен пĕр уйăх кăна юлать. Августăн 2-9-мĕшĕсенче вара районти вĕренỹ заведенийĕсем 2016-2017 вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме ятарлă комисси çула тухĕ.

Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова хальхи вăхăтра шкулсенче пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарчĕ.

- Вĕрентỹ отраслĕнчи паянхи тĕп тĕллев - çĕнĕ вĕренỹ çулне тивĕçлипе кĕтсе илесси. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, июль-август уйăхĕсенче кашни çулах шкулсенче тирпей-илем кĕртес ĕçсем пыраççĕ. Вĕренỹ класĕсенче, коридорсенче çулленхи юсав ĕçĕсене тăваççĕ, сăрлаççĕ, учебниксем туянаççĕ.

Çитĕнекен ăрăва вĕренме санитарипе гигиена условийĕсем туса парас тĕллевпе кăçал Чĕчкен тĕп, Çĕнĕ Мăрат, Хирти Мăнтăр, Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕсене валли республика бюджетĕнчен 3,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Комсомольски 1-мĕш тата Урмаел вăтам шкулĕсенчи спортзалсене юсама та 1,76 миллион тенкĕ панă, район хыснинчен 176 пин тенкĕ хушнă.

Пирĕн районти шкулсене, тĕпрен илсен, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче тунă, маларахрисем те пур. Хăш-пĕринче унтанпа капиталлă юсав ĕçĕсем пулман та. Акă, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче чỹрече рамисемпе блокĕсем питĕ кивелсе-çĕрĕшсе çитнĕччĕ. Асанкассинче вара электрооборудовани, кабельсем тахçанах улăштарасса кĕтетчĕç. Комсомольски район бюджетĕнчен çак тĕллевпе 1 миллион тенкĕ уйăрнă.

Çỹлерех асăннă пур шкулсенче те рабочисем ĕçлеççĕ, комиссипе йышăнмалли кун çитнĕ çĕре вĕçлессе шанатпăр.

"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕ пынă хушăра пирĕн район çыннисем унăн пухмачне 450 пин тенке яхăн хыврĕç. Çав укçа хамăрăн районах таврăнчĕ, ăна шкулсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕре тăкаклăпăр - картасем тытма, чỹречесем улăштарма, кухня валли оборудовани туянма тата ытти те. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче çĕнелсе улшăннă шкулсем ачасене хăйсен ытамне илсе асамлă пĕлỹ тĕнчине чĕнсе кĕрĕç.

Л.ШУРЯШКИНА ыйтса пĕлнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика