АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутсен çивиттийĕсене улăштарĕç

29 июля 2016 г.

2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем юсав ĕçĕ пурнăçламалли ятарлă фонда кашни уйăхра укçа тỹлеме тивĕç. Фондра мĕнле нумайрах кĕмĕл пухăнать, çавăн чухлĕ ытларах çуртра юсав ĕçĕсем тума пултараççĕ. Апла пулсан, уйăхсерен килекен квитанцисене тусан пусса вырттармалла мар, çийĕнчех тỹлесе яма тăрăшмалла.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем пурнăçламалли кĕске вăхăтлăх программăна кăçал пирĕн районти икĕ çурт кĕнĕ. Унпа килĕшỹллĕн Комсомольски ялĕнчи Антонов микрорайонĕнчи 6 тата 7-мĕш çуртсен çивиттийĕсене улăштарма палăртнă. Плана кĕртнĕ чухне асăннă çуртсенчи хваттер хуçисем илнĕ счетсене тỹрех тỹлесе пынине шута илнĕ.

6-мĕш çурта юсассипе ирттернĕ конкурсра Шупашкарти "ТПК "ПремьеР" ООО çĕнтернĕ. Асăннă компанин рабочийĕсем июлĕн 27-мĕшĕнче ир-ирех кивĕ шиферсене сỹме пуçларĕç. Çуртра пурăнакансем вĕсем ĕçе пахалăхлă та кĕске вăхăтра пурнăçласса шанаççĕ.

Район администрацийĕн капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 7-мĕш çурта кăçалхи 4-мĕш кварталта юсама планлаççĕ.

Пирĕн районти нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем 2014 çулхи декабрьтен 2016 çулхи июнĕн 30-мĕшĕччен капиталлă юсав фондне 1 841 169,42 тенкĕ хывнă. Çакă палăртнин 50 проценчĕ кăна пухăннă. Парăм -1 855 547,31 тенкĕ. Республикăри муниципалитетсен рейтингĕнче Комсомольски районĕ çирĕммĕш вырăнта. Пирĕн хыçра - Улатăр, Çĕрпỹ, Тăвай, Етĕрне тата Çĕмĕрле районĕсем. Л.ГЕОРГИЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика