26 июля 2016 г.
"Яровая пакечĕ" миллиардшар тенке ларма пултарать
Нумаях пулмасть Раççей Президенчĕ Владимир Путин террора хирĕçле саккуна улшăнусем кĕртнине алă пусса çирĕплетнĕ. Ку улшăнусене Ирина Яровая депутат тата Виктор Озеров сенатор сĕннĕ.
Çак саккун мĕнле пурнăçланса пынине правительство питĕ çирĕппĕн тĕрĕслесе тăрĕ. Саккунăн пĕр "пакечĕ" çапла калать: халăхсем хушшинчи терроризмла актшăн тата влаçа пусмăрласа сирпĕтсе антарма чĕнсе каланăшăн, посольствăсене тапăннăшăн уголовлă яваплăх кĕтет. Çавăн пекех террорла преступленисем çинчен пĕлтерменшĕн те явап тыттарма пуçлĕç.
Тепĕр "пакечĕ" вара сотовăй операторсене тата интернет-компанисене вĕсен пулăшăвĕсемпе усă куракансен смс-çырăвĕсене, сасăпа каланă информацие, ỹкерчĕкĕсене, видеосене тата ытти электронлă пĕлтерỹсене 6 уйăх упрама хушать. Операторсен çавăн пекех çырусемпе шăнкăравсене йышăнни, ярса пани, çитерни пирки калакан фактсен информацине виçĕ çул упрамалла, интернет-компанисен - çулталăк.
Асăннă саккунăн хăш-пĕр улшăнăвĕсем кăçалхи июлĕн 20-мĕшĕнчен вăйра. Çынсем пĕр-пĕринпе мĕн çинчен калаçнин тата мĕн çырнин содержанийĕпе çыхăннисем 2018 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕç.
Сотовăй операторсем малтанласа шутласа хунă тăрăх, саккуна пăхăнас тесен пĕтĕм информацие упракан ятарлă центрсем тума темиçе çĕр миллиард тенкĕ кирлĕ пулĕ. Унсăр пуçне сотовăй çыхăнушăн тỹлемелли хаксем 2-3 хут ỹсме пултараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"