АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе вырнаçрăн пулсан - вăхăтра пĕлтер

26 июля 2016 г.

 Вĕренекенсемпе студентсем, инвалидноçшăн тата тăрантаракан çуккипе паракан пенси илекенсем, çуллахи каникул кунĕсенче ĕçе вырнаçсан, ун çинчен Пенси фончĕн районти управленине пĕлтермелле.

Ĕçе тытăнтăн пулсан, çав уйăхрах хăв ĕçе вырнаçнине пĕлтер, унсăрăн пенси çумне паракан социаллă хушма тỹлеве тавăрса памалла пулать. Ĕçлеме пăрахсан ăна çĕнĕрен пуçлама ыйтма пулать.

Районта паянхи куна тăрантаракан çуккине пула илекен социаллă хушма тỹлеве ĕçе вырнаçнă 10 пенсионера тỹлеме пăрахнă. Хăш-пĕрисен ĕçленĕ вăхăтра тỹленĕ хушма тỹлеве пенси фондне тавăрса пама тивнĕ. Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн социаллă хушма тỹлеве ĕçлемен пенсионерсене, вĕсен тупăшĕ, пенси тата уйăхсерен паракан тỹлев, пенсионерăн пурăнмалли виçинчен пĕчĕкрех пулсан тỹлеççĕ. Социаллă хушма тỹлев виçине пенсионерăн тупăшĕпе республикăра пурăнма кирлĕ виçен уйрăмлăхне кура палăртаççĕ. Унăн виçине Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшỹллĕн кашни çул çирĕплетеççĕ. Кăçал вăл 7391 тенкĕпе танлашать.

Паянхи куна пенси çумне хушса паракан тỹлеве районти çул çитмен 102 çамрăк илет. Вăтам виçе - 1593,11 тенкĕ.

80 çултан иртнисене тата I ушкăнри инвалидсене пăхакан çынсем ĕçе вырнаçсан та вĕсен ĕçе вырнаçни çинчен пĕлтермелле. Саккунпа çак тỹлеве ĕçлемен çынсене параççĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче ĕçленĕшĕн хушма тỹлев памаççĕ.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика