АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвестици илĕртỹлĕхĕн "çимĕçĕсем" пур

26 июля 2016 г.

 Иртнĕ эрнере республикăра паллă пулăмсенчен пĕри Чăваш Республикин ертỹçипе Китай делегацийĕ хушшинчи ĕçлĕ хутшăну пулчĕ. Çавăн пекех хăнасем республикăри социаллă объектсене çитсе курчĕç. Аньхойран килнĕ делегаци ертỹçи Лю Ли Чăваш Енре ачасене пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Культура ыйтăвне хускатнă пулсан та, калаçура экономика теми малти вырăнта тăчĕ.

Китайпа Чăваш Республикинчи аталану хутшăнăвĕсем - пĕрремĕш утăмсем мар. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата республикăри Министрсен Кабинечĕ инвестици илĕртỹлĕхне ỹстерессишĕн тăрăшаççĕ. Çак политика хăйĕн "çимĕçĕсене" пама пуçларĕ. Чăваш Ен - инвестици климачĕпе лидерсенчен пĕри. Çакна китаецсем тивĕçлипе хакларĕç.

Тĕслĕх вырăнне "Чăваш Ен - Сычуань" проекта илсе кăтартма пулать. Вăл выльăх-чĕрлĕх тата теплица комплексĕсене хута яма, уçă çĕрте пахча çимĕçе ỹстерме май парать. Проектпа килĕшỹллĕн ĕне-выльăх 15 пуç пулать. Анчах чи пахи - ял хуçалăх çимĕçĕсене тирпейлекен агрокомплекса хута яма палăртни. Пирĕн продукцисенчен пысăк пахалăхлă апатсем - кăлпасси, сĕт-çу, пахча çимĕç - хатĕрлĕç. Çавна май çĕнĕ центрсем, управсем уçăлĕç. Ĕç вырăнĕсем хутшăнасси куç кĕретех. Ытларикун, июлĕн 19-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сычуань вице-губернаторĕпе çак проектсене малалла та реализацилессипе калаçусем ирттернĕ.

Июлĕн 20-мĕшĕнче Аньхой провинци делегацийĕ Шупашкарта пулчĕ. Кунта хăнасем Чăваш Ен презентацийĕпе паллашрĕç. Республика, хула, ытти пысăк предприятисен ертỹçисемпе ирттернĕ тĕл пулура партнерсем тĕрлĕ енлĕ çыхăнăва анлăлатасси пирки ăшшăн калаçрĕç. Кайран пурте пĕрле Чăваш патшалăх университетне çул тытрĕç. Кунта чыслă лару-тăрура ку чухнехи Китай культура центрне уçнă çĕре хутшăнчĕç. Çавăн пекех Аньхойри университетпа çыхăну тытас пирки килĕшỹ çырчĕç. Çак туслăх пĕрремĕш çул çеç пымасть. Сăмах ăна тарăнлатас тата анлăлатас пирки пырать.

Икĕ енчен те артистсемпе спортсменсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Тĕпре вара - инвестици проектне пурнăçа кĕртни Чăваш Ен экономикине малалла тата та аталанма май парĕ. Çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлĕç.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика