АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев - çĕнĕ вĕренỹ çулне шкула ĕлкĕртесси

26 июля 2016 г.

Июлĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов Элпуç ял поселенийĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Унта вĕсем 165 вырăнлă çĕнĕ шкул строительстви епле пынипе паллашнă.

Асăннă шкул çуртне 2015 çулхи июньте тума пуçланăччĕ. Пĕрремĕш хутĕнче 70 вырăнлă столовăй, спортзал вырнаçĕç. Кунтах акт залĕ, пуçламăш классен, медицина кабинечĕсем, мастерской пулĕç. Вĕренỹ класĕсем, лабораторисем, библиотекăпа вулав залĕ, директор, завуч, учительсен кабинечĕсем вара - иккĕмĕш хутра.

Шкул территорийĕнче футбол уйĕ, волейболпа баскетбол, хоккей площадкисем те пур. Çавăн пекех вĕренỹпе опыт зони тума та палăртнă.

Район ертỹлĕхĕпе Чăваш Ен парламенчĕн председателĕ çĕнĕ шкул çуртне курса çаврăннă, подрядчиксемпе, педагогсемпе тĕл пулса калаçнă. Юрий Алексеевич вĕренỹ заведенине шалтан илемлетесси çине творчествăлла пăхма ыйтнă, темиçе класс пỹлĕмне, спортзала хак панă.

"Çĕнĕ шкул хута кайни Элпуç ял тăрăхĕнчи ачасене хальхи условисенче пĕлỹ илме çул уçса парĕ. Строительсем умĕнче кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне шкула туса пĕтерсе хута ярас тĕллев тăрать. Объекта вăхăтра вĕçлеме пĕтĕм майпа усă курмаллла", - палăртнă Алексей Самаркин.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика