26 июля 2016 г.
Раççей Правительстви регионсенчен пассажирсене самолетпа турттарнишĕн субсидилемелли маршрутсене çирĕплетнĕ. Шупашкартан Питĕре вĕçекеннисем те ку списока лекнĕ.
"Санкт-Петербург-Шупашкар" авиамаршрутри ятарлă тариф 5640 тенкĕпе танлашмалла. Ку вăл - эконом-класс шутланакан салонта.
Регионсенчи авиавĕçевсем валли çĕршыв хыснинчен 200 миллион тенкĕ ассигновани уйăрма палăртнă. Субсиди уйăрмалли маршрутсен списокне те кăçал анлăлатнă.
Çав вăхăтрах "Победа" бюджетлă авиакомпани билет хакĕсене çывăх вăхăтра ỹстерме палăртнă. Аса илтеретпĕр, авиакомпание Ространснадзор хĕрарăм рюкзакĕсене салона тỹлевсĕр хума хушнă. Капла хушупа килĕшмесĕр самолет хуçисем Мускаври Арбитраж судне çитнĕ, анчах тỹресем авиакомпани майлă пулман.
Источник: "Каçал Ен"