АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахчара мăкăнь ан ỹстĕр

26 июля 2016 г.

"Мăкăнь" профилактика операцийĕ ирттернĕ вăхăтра РФ Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи "Цивильский" уйрăмĕн уполномоченнăйĕ ниçта та ĕçлемен 36 çулхи çыннăн пахчинче 1065 тĕп мăкăнь ỹснине тупса палăртнă. Ỹсен-тăрана пуçтарса илсе экспертизăна янă, унта наркотик япалисем пуррине кăтартса панă. Çак фактпа тĕрĕслев ĕçĕсем пыраççĕ. Арçын хăй çитĕнтерекен мăкăньрен наркотик япалисем туса илсе унпа усă курма планланă.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви ял хуçалăх çĕрĕсен хуçисене хăйсен пахчисенче çитĕнекен мăкăньпе кантăра вăхăтра пĕтермелли çинчен асăрхаттарать. Çак ĕçсене туса ирттермесен çĕр хуçисене РФ Уголовлă кодексĕн 231 стат-йипе явап тыттарма пултараççĕ. Çак ĕçшĕн вĕсене 300 пин тенкĕлĕх штраф пама е 2 çуллăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

ЧР ШĔМĕн пресс-служби.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика