АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: сăвăс энцефаличĕ

22 июля 2016 г.

 Вăрмана çырла е кăмпа пуçтарма каяс тесессĕн, хатĕрленме чи малтан тумтиртен пуçламалла. Тăхăнасси, паллах, çанталăк мĕнле тăнинчен те килет. Шăрăх çанталăк тăрсан та кĕске йĕмпе кĕске çанăллă футболка вăрманта юрăхлă мар. Никамăн та вăрăмтуна-ỹпре апачĕ пулас килмест ĕнтĕ. Вăрăм çанăллă кĕпе, шăлавар тăхăнмалла. Çирĕп пусмаран çĕленĕ спецовка пулсан аван. Вăрманта çỹренĕ чухне сăвăс лекме пултарасса та ан манăр.

Сăвăс - эрешмен евĕрлĕ пĕчĕк çеç кăпшанкă. Юн ĕмекенсен ушкăнĕнчен. Ытларах çын çумне вăрмантан çыпăçса килеççĕ. Ỹте кĕрсе ларсан кăларма йывăр. Малтанах сăвăс ỹте кĕрсе ларнине сисместпĕр те. Каярахпа кĕçĕттерсе ыратма пуçлать, унтан ỹт шыçса хĕрелсе каять.

Сăвăссем энцефалит чирне те ертме пултараççĕ. Сăвăс энцефаличĕ - вируслă инфекци, вăл нерв системине хавшатать. Инфекци шала кайсан çынна паралич çапма е унăн пурнăçĕ те татăлма пултарать. Сăвăс энцефаличĕ çуркуннехи-çуллахи тапхăрта аталанать, çакна вируса ертекенсем "хастарланнипе" сăлтавламалла. Инфекци çынна сăвăс юн ĕмнĕ чухне лекет. Сăвăс амисем юна темиçе кун таранччен пĕр чарăнми ĕмме пултараççĕ, вĕсен виçи ун пек чухне 80-120 хутчен пысăкланса каять. Аçисем темиçе сехет çеç "апатланаççĕ", вĕсем çыртнине çын туймасса та пултарать.

Сăвăс энцефаличĕ лекнине ăçтан пĕлме пулать-ха? Вирусăн инкубаци тапхăрĕ 7-14 куна тăсăлать. Çын хăвăрт вăй чакса пынине сисет, пит тата мăй çинчи ỹт çывăрса тăрать. Хăш-пĕр чухне çак амак ỹт температури 38-40 градуса çити хăпарса кайнипе пуçланать. Лихорадка 2 кунтан пуçласа 10 кун таранччен тăсăлма пултарать. Çын пуç ыратнипе, кăмăл пăтраннипе, вăй çуккипе тата ыйхă килменнипе аптăрама пуçлать. Çавăнпа та сăвăс энцефаличĕн паллисене тупса палăртсан çынна тỹрех инфекци больницине ăсатмалла.

Тĕрлĕ сăлтавпа вăрмана каймалла пулчĕ пулсан профилактика правилисене асра тытăр:

- сăвăссем пуррипе çуккине кашни 10-15 минутран тĕрĕслемелле, курăк çине выртма тата ларма юрамасть;

- вăрмантан таврăнсан тумтире тата ытти япаласене хывса хумалла, çавăн пекех пĕрле пулнă йытăсене тĕрĕслемелле;

- сăвăссене хăвăртрах тупма пĕр тĕслĕ тумтир тăхăнмалла, кĕпене, свитера, кофтăна шăлавар ăшне чикмелле, шăлаварне - кĕске чăлха ăшне, çанă вĕçĕсем алла çат çыпăçса тăмалла, пуçа капюшон тăхăнмалла, мăй уçă пулмалла мар;

- сăвăссене хăратма ятарлă хими препарачĕсемпе усă курма юранине ан манăр.

Сăвăс ỹт çине ларчĕ пулсан ăна унтан илмеллех, кайран инфекци больницине тĕрĕслеве кайса памалла. Сăвăс инфекциллĕ пулсан кăпшанкă çыртнă çынна иммуноглобулинпа укол тăваççĕ.

И.СМИРНОВА,

медсестра.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика