АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирилл Хусантан çĕнтерỹпе таврăннă

22 июля 2016 г.

 Пирĕн районта пултаруллă çамрăк сахал мар. Вĕсем ытти регионсенче те пысăк çитĕнỹсемпе палăраççĕ, район чысне тивĕçлĕн хỹтĕлеççĕ. "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлнăранпа спортсменсем тата та йышланчĕç. Вĕсенчен пĕри - Кирилл Денисов.

Кирилл Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухать. Мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă, "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне пĕр сиктермесĕр çỹрет. Ытларах вара триатлона кăмăллать. Вăл пĕлтĕр Хусан хулинче "Негонки" велосипедистсен клубĕ йĕркеленĕ "Казанский триатлон - 2015" ăмăртăва хутшăннăччĕ. Триатлон - шывра ишсе, велосипедпа тата çуран чупса ăмăртнинчен тăракан спорт тĕсĕ. Ăмăртăвăн кашни тапхăрĕ пĕр-пĕрин хыççăн, пĕр чарăнса канмасăр иртет. Йывăрлăхсене пăхмасăрах Кирилл пĕлтĕр 2003 çулта çуралнă тантăшĕсемпе тупăшса, çак ăмăртуран ылтăн медальпе тата кубокпа таврăннă.

Акă, кăçал та, Хусанта иртнĕ триатлон вăййинче ытти спортсменсене парăнтарса, ăмăрту тапхăрĕсене 25 минут та 11 çеккунт хушшинче тухса, Кирилл çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Çак пысăк çитĕнỹре паллах унăн тренерĕн Вениамин Кудряшовăн тата ашшĕн, Владимир Денисовăн, тỹпи те пĕчĕкех мар. Шăпах вĕсем спортсмена ăмăртусене хатĕрлеççĕ, сĕнỹ-канашпа пулăшаççĕ, вăй-хала çирĕплетмелли пĕтĕм вăрттăнлăха уçса параççĕ

Эпир мал ĕмĕтлĕ çамрăка çĕнтерỹпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр. Малашнехи спорт çулĕнче тата та пысăк çитĕнỹсем патне ăнтăлма телейпе ăнăçу сунатпăр.

Е.СТЕПАНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика