22 июля 2016 г.
Пурнăç кустăрми çаврăнать те çаврăнать... Çул хыççăн çул хыçа хăварса хăй 90 çула çитнине те сисмерĕ Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Таисия Николаевна Чульмакова. Нумай çул пурăнакан кинемее саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Краснов, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова пырса çитнĕ. Вĕсем хисеплĕ ватăна РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне панă, хаклă парнесемпе савăнтарнă. Т
аисия Николаевнăн пурнăçăн терт-нушине туллин астивме лекнĕ. Вăл Йăлмахва ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çамрăклăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕскерĕн вăрман касма та утмалла пулнă, хирте те тар тăкнă. Унсăр пуçне çемьере тата 6 ача пулнă. Таиç вара кĕçĕннисене пăхма та вăй çитернĕ. Паянхи куна та вĕсем 6 пĕртăван (пĕр йăмăкĕ пурнăçран уйрăлнă) туслă пурăнаççĕ.
Таисия Николаевна мăшăрĕпе Николай Васильевичпа тăватă хĕрпе икĕ ывăла çут тĕнче парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парас тесе нумай тăрăшнă. Василий Иванович вăрçă хирĕнчен аманса килнине пула йывăр çĕрте ĕçлеймен, ытларах кантурта тăрăшнă. Çавăнпа вăрман касма та Таисия Николаевнăн кайма тивнĕ, килти арçын ĕçне те унăнах пурнăçламалла пулнă.
Халĕ Таисия Николаевна кинĕпе, Мария Ивановнăпа тата мăнукĕсемпе кун кунлать. Кинĕ каланă тăрăх, вĕсем 38-мĕш çул килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнаççĕ. Мария Ивановнăн мăшăрĕ Иван çĕре кĕнĕ хыççăн пĕр-пĕрне тата ытларах хаклаççĕ. Ытти ачисем, тĕрлĕ çĕрте тымар янине пăхмасăр, ерçỹллĕ самант тупса амăшĕ патне васкаççĕ, унăн ватлăх кунĕсене хăтлăрах тăвассишĕн тăрăшаççĕ. Ĕç ветеранĕ хăй те чунĕпе çамрăк-ха. Вăй çитнĕ таран кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлать, пахчара кăштăртатать. Таисия Николаевна йăха тăсакансенчен пуян тесе пĕр иккĕленмесĕр калама пулать. Ара, унăн пуянлăхĕ 12 мăнукĕпе 10 кĕçĕн мăнукĕнче. Вĕсем те асламăш-кукамăшне ытараймаççĕ, хăнана килес вăхăта чунтан кĕтсе тăраççĕ.
Тава тивĕçлĕ Таисия Николаевнăна сумлă юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр. Тĕнчери мĕнпур ырлăха, хурçă пек çирĕп сывлăх, çăлкуç таппиллĕ вăй-хал тата вăрăм кун-çул сунатпăр.
Н.БЕЛКОВА.
Источник: "Каçал Ен"