АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш çурçул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

22 июля 2016 г.

Раççей Следстви Комитечĕн следстви органĕсен следователĕсем июлĕн 25-мĕшĕнче хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ.

Следстви органĕсен сотрудникĕн кунне Раççей Правительствин 2013 çулхи августăн 27-мĕшĕнче йышăннă Постановленийĕпе паллă тума пуçланă. Çак куна уявлама пуçласси 1713 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче I Петĕр патша гварди майорĕн М.И.Волконскин следстви канцелярине туса хума указ кăларнипе çыхăннă. Çавăн чухне Раççейĕн пĕрремĕш патшалăх органне туса хунă. Çак орган патшалăх пуçлăхне пăхăнса тăнă, ăна малтанхи следстви ĕçĕсене ирттерме полномочисем панă.

Раççей Следстви Комитечĕн следователĕсем уйрăмах йывăр преступленисемпе - çын вĕлернипе, çынна вăрласа кайнипе, çынна саккунсăр ирĕксĕр хăварнипе, çынсене сутнипе тата арлăх тĕкĕнменлĕхне хирĕç тунă преступленисемпе, ĕç укçи тỹлеменнипе, ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе, коррупци енĕпе тунă преступленисемпе - РФ Уголовлă кодексĕн 140 ытла статйипе ĕçлеççĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çурçулта Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ преступлени туни çинчен пĕлтернисене пăхса тухса 39 уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсене пурне те вĕçленĕ. Следстви ĕçĕсемпе 4932 пин тенкĕлĕх тăкак пулнине тупса палăртнă, йышăннă мерăсемпе 4932 пин тенкĕ тавăрса панă.

2016 çулхи 6 уйăхра Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ граждансем пулăшма ыйтнине 40 хутчен пă-хса тухнă, уйрăм сотрудникĕсем 38 çынна йышăннă.

Уйрăмах йывăр преступленисене уçса парассипе (çын вĕлернипе, çынна йывăр инкек кỹрсе пурнăçран уйăрнипе) тимлĕн ĕçлеççĕ. Уйрăм следователĕсем çын вĕлернĕ 3 уголовлă ĕçе тĕпчесе вĕçленĕ.

Çул çитмен çамрăксене хирĕçле тунă преступленисене уçса парассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Унсăр пуçне уйрăм следователĕсем тунă ĕçсен пулăмĕсене тĕпчеççĕ, çак категорири ĕçсене тума хĕтĕртетекенсене тупса палăртассипе, должноçри çынсене кăтартнă сăлтавсене пĕтерессипе представленисем параççĕ.

Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕ ĕç вырăнĕпе усă курса тунă тата коррупци преступленийĕсене уçса парасси çине те пысăк тимлĕх уйăрать.

А.ИВАНОВ,

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн начальникĕ, юстици майорĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика