22 июля 2016 г.
Июлĕн 20-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунне ирттерме пирĕн района Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн ертỹçи Петр Краснов, ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Ольга Казарина, "Слава картофелю" ООО директорсен совечĕн председателĕ Александр Капитонов килсе çитрĕç. Халăхпа сỹтсе явмалли ыйтусене палăртнă хыççăн ĕçлĕ ушкăнсем Комсомольски, Чĕчкен, Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕсене çитрĕç, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн ертỹçи Петр Краснов тата Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков Чăвашпотребсоюзăн "Кооператор" комбиначĕн, тĕп район больницин коллективĕсемпе тĕл пулнă май информкунăн кун йĕркине кĕртнĕ темисем тавра калаçрĕç. Ял хуçалăх çыравĕ епле пыни те интереслентерчĕ вĕсене. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче çĕнĕ вĕренỹ çулне епле хатĕрленнипе те паллашрĕç информушкăн членĕсем. Раççей Федерацийĕн "Вĕренĕве 2013-2020 çулсенче аталантарасси" программипе килĕшỹллĕн асăннă шкулăн спортзалĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Строительсем ачасене физкультурăпа спорт занятийĕсем ирттерме хăтлăрах условисем туса парас тесе тăрăшаççĕ.
Чĕчкен ял поселенийĕн специалисчĕпе Людмила Григорьевăпа чи малтанах Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн Аслă Чурачăкра вырнаçнă инструкторсен 4-мĕш участокĕн ĕç-хĕлĕпе кăсăклантăмăр. Надежда Зотова инструкторпа переписчиксем ял çыннисем вĕсене кăмăллăн кĕтсе илнине, ыйтнă информацие пĕр хирĕçлемесĕр панине палăртрĕç. "Паянхи кун тĕлне хамăра çирĕплетсе панă участокри хуçалăхсен 65 процентне эпир çитсе ыйтса пĕлнĕ. Валентина Алексеева, Альбина Артемьева, Любовь Богатырева, Галина Бормотина, Антонина Козлова, Светлана Петрова переписчиксем питĕ хастар ĕçлеççĕ. Вĕсем июль вĕçлениччен кашни хуçалăхах çитсе ĕлкĕресшĕн", - пĕлтерчĕ Надежда Федоровна.
"Труд" кооперативăн тата Аслă Чурачăкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура та информкун темисене хускатрăмăр. "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçипе Р.М.Шарафутдиновпа пĕрле уй-хире çитсе çаврăнтăмăр. Ремис Минхалимович ял хуçалăх техники вырмана тухма хатĕррине, "хир карапĕсем" ыран-паян кĕрхи культурăсене вырма тухасса пĕлтерчĕ. Сенаж валли симĕс масса хатĕрлекен механизаторсене вырма вăхăтĕнче çунтармалли-сĕрмелли материалсене хаклатса яни пăшăрхантарать иккен. Паллах, çакă çĕр ĕçĕпе çыхăннă кашни çынна хумхантармасăр тăма пултараймасть. Энергоносительсем хаклă пулнипе пухса кĕртекен тăштыррăн хăйхаклăхĕ те хăпарса каять-çке. Анчах çав хакпа вырнаçтарса пăх-ха!
"Труд" хуçалăх председателĕ Р.М.Шарафутдинов обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат хатĕрлес ĕç кал-кал пынине пĕлтерчĕ. 1 пин тонна ытла сенаж, 1350 тонна утă хатĕрленĕ, ку ĕç малалла пырать. Вырмана кĕтсе йĕтемсене тасатнă, аллакан-сăвăракан техникăна юсанă. Комбайнсем ыран-паян хире кĕрхи культурăсене вырма тухма хатĕр.
Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Ольга Казарина, район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Светлана Ульдина Комсомольски райповĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Райпо коллективне информкун ыйтăвĕсемпе Светлана Геннадьевна тĕплĕн паллаштарчĕ, пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Халăха июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшусен хакĕ ỹсни питĕ пăшăрхантарать. Ĕçченсем хушшинче хваттерсенче пурăнакансем йышлăран ку ыйту питĕ актуаллă пулчĕ.
Çавăнпа пĕрлех çуллахи шăрăх вăхăтра пушарсем тухас хăрушлăх пысăккине кура ку ыйтăва та айккинче хăвармарĕç. Кăçал районта пушар ыйтăвĕ çивĕч тăнăран Светлана Ульдина халăха тимлĕрех, асăрхануллăрах пулма чĕнсе каларĕ.
Çулла пулакан инкексенчен пĕри - çынсем шывра путса вилни. Шел пулин те, темĕн чухлĕ калаçсан та, асăрхаттарсан та республикăра çакăн пек нуша куракан нумай. Путса вилекенсенчен ытларахăшĕ - ỹсĕр çынсем. Çавăн пекех аслисен тимсĕрлĕхне пула ачасем пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем те пур. Эппин, ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсене кану вăхăтĕнче асăрхаса тăмалла.
Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Евгений Карпеев коллективăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ, лару-тăру пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулни савăнтарнине асăнса хăварчĕ. Ĕçлĕ ушкăн Гастрономпа паллашма та кăмăл турĕ. Кунта Чăваш Республикинче туса илекен продукци мĕнле вырнаçнине сăнарĕç. Ольга Николаевна вырăнти халăх Гастронома килсе çывăхри районсем кăларакан апат-çимĕçе туянма пултарнине, унсăр пуçне продукци куç çывăхĕнчех пулнине палăртса хăварчĕ, районта пурăнакансем тăван тăрăхра кăларакан ĕçме-çимене ытларах туянасса шаннине пĕлтерчĕ. Çакă республика экономикине, производствине аванрах аталантарма пулăшать-çке.
Тĕлпулусенче çынсене çĕрпе, пурăнмалли условисемпе, социаллă пурнăçпа çыхăннă ыйтусем, ял поселенийĕсенчи тирпей-илем ытларах кăсăклантарни палăрнă. Информаци кунне килнисем кашни ыйтăвах малашне татса парас тесе тăрăшĕç.
Л.ШУРЯШКИНА,
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"